26 ноября 2011 г.
"Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнче выльăх-чĕрлĕх отраслĕ тивĕçлĕ шайра аталанать. 10 уйăхри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетес пулсан, çак тапхăрта кунта 1307 центнер, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 357 центнер ытларах аш-какай, 7116 центнер, 9 процент ытларах сĕт туса илнĕ, пĕр ĕнерен 4908 килограмм, 406 килограмм ытларах сĕт сунă. Çитĕнĕве çынсем тăваççĕ. Производствăра малта пыракансенчен хăшĕ-пĕрне ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен районти уявĕнче чыс тума май килнĕ. Сăн ỹкерчĕкри фермăра тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлама хутшăнакан Сергей Баймушкин трактористпа Алевтина Мясникова сысна самăртакан тата Николай Лаптев выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассинче пысăк тỹпе хываççĕ.