23 ноября 2011 г.
Районти пенсионерсен канашĕн полномочиллĕ представителĕ Л.А.Горшкова тăрăшнипе нумаях пулмасть кашни ял тăрăхĕнчи çак вырăнти организаци членĕсем, пурĕ 13 пенсионер, Хусанта экскурсире пулса курчĕç. Хусанти Кремлĕн историйĕ çинчен те тĕплĕн пĕлтĕмĕр. Хусан хули 1000 çул тултарнине паллă тунă май 2005 çулта туса пĕтерсе уçнă Кул Шариф мечечĕ Раççейри чи илемлĕ мечетсенчен пĕри шутланать. Ăна Тутарстан Президенчĕ М.Ш.Шаймиев пуçарнипе туса лартнă, спонсорсен пулăшăвĕ те пысăк пулнă. Пире мечете шалах илсе кĕрсе кăтартрĕç. Пиллĕкмĕш хута мрамор картлашкасемпе хăпарса çỹлтен кĕл тумалли залне куртăмăр: арçынсен 720, хĕрарăмсен 300 çын вырнаçмалăх залсем. Кĕл тума кунта пурте атă-пушмака хывса кĕреççĕ, урайĕнче - кавирсем. Унтан Благовещени соборне кĕтĕмĕр, кунта православи тĕнне ĕненекенсем кĕл тума çỹреççĕ. Ку собора 1918 çулта хупнă пулнă, кайран ăна йăлтах тустарса пĕтернĕ. 1995 çулта реставраци тума пуçăннă, 2005 çулта çĕнĕрен уçнă. Ăна уçма Алексей II Партриарх та хутшăннă. Халĕ çак собор чаплă архитектура палăкĕ шутланать.