Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккун пуриншĕн те пĕр мар-и?

23 ноября 2011 г.

 Суйлав умĕн тĕрлĕ кандидатсем, политика партийĕсем агитаци материалĕсене ятарлă вырăнсене вырнаçтарччăр, йĕркене çирĕп пăхăнччăр тесе 2011 çулхи юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн Н.Миллинăн "Раштав (декабрь) уйăхĕн 4-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн улттăмĕш суйлаври Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕпе тата Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕпе çыхăннă пичет тата ытти агитаци материалĕсене ятарласа уйăрнă вырăнсене вырнаçтарасси çинчен" йышăну кăларнă пирки "Елчĕк ен" хаçатăн 130-мĕш номерĕнче вуласа пĕлнĕччĕ. Йышăнăва федерацин "Об основных гарантиях избирательных прав и права на участие в референдуме граждан Российской Федерации" саккунĕн 54, "О выборах депутатов Государственной Думы Федерального собрания Российской Федерации" саккунĕн 61, Чăваш Республикин "О выборах депутатов Государственного Совета Чувашской Республики" саккунĕн 50 статйисене тĕпе хурса йышăнни паллă. Асăннă йышăнупа, саккунсемпе килĕшỹллĕн, йĕркене кашнийĕнех пăхăнмалла, суйлавпа çыхăннă пичет тата агитаци материалĕсене уйăрса палăртнă ятарлă вырăнсене анчах вырнаçтармалла пек. Анчах та паянхи кун район центрĕнче, е районти хăш-пĕр ялсенче урăхла ỹкерчĕк - кашни юпа, алăксем çинче е ытти вырăнта вырнаçтарнă, халăха йăлăхтаракан агитаци материалĕсем куратпăр. Çапла туни кандидатсемпе партисене чыс кỹмест! Е вĕсем хăйсене ыттисенчен уйрăмрах картаççĕ, саккуна пăхăнмасан та юрать теççĕ-ши? Çапла майпа вĕсем саккуна анчах мар, тирпей-илем йĕркине те пăсаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика