23 ноября 2011 г.
ВЦИОМ даннăйĕсем тăрăх çĕнĕ Патшалăх Думине хальхи тăватă парламент партийĕ суйланать. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕ çывхарса пынă май тĕрлĕрен политика партийĕсем хăйсем çĕнтересси çинчен пĕлтереççĕ. Унта та кунта экспертсен комментарийĕсем пичетленеççĕ, суйлав умĕнхи тупăшура хăш партисен шанăç пысăккине хыпарлаççĕ. Социологи ыйтăвĕсен даннăйĕсем вара уйрăмах нумай пичетленеççĕ. Суйлавçăсем кама суйласа илесси пирки партисем хăйсем тăрăшса интересленеççĕ. Хăйсен "тĕпчевĕсене" партисен хаçачĕсенче пичетлеççĕ. Чăннипе вара чылай чухне халăх камшăн сасăлама хатĕрленни чăнлăхран аякра тăрать тата вăл политиксен хăюллă фантазийĕсене аса илтерет. Тĕслĕхрен, "Справедливая Россия" партин Чăваш уйрăмĕн хаçачĕ (ăна тỹлевсĕрех кашни ялта, хулара салатаççĕ) хăйĕн партийĕн пуçа çавăрмалла рейтингне пичетленĕ. Ăна ĕненес пулсан политологи эксперчĕсен паянах ĕçрен тухса каймалла. Е тата нумаях пулмасть Интернета пула РФКП Тюмень облаçĕнче халăхран ыйтса пĕлнин результачĕсем пĕтĕм çĕр-шывĕпех сарăлнă. Пĕр çĕр-шывра пурăнатпăр пулин те унти коммунистсен даннăйĕсем "Справедливая Россия" партин Чăваш Енри даннăйĕсенчен темиçе хут уйрăлса тăраççĕ. Ирĕксĕрех çакăн пек пĕтĕмлетỹ тăватăн: "парти социологийĕ" чăнлăхпа килĕшсе тăракан информаци мар, парти агитацийĕ. Унпа паллашма пулать, анчах ăна шанма кирлĕ мар. Мĕншĕн тесен Раççейре социологи тĕпчевĕсемпе нумай çул тата ăнăçлă ĕçлекен сумлă организацисем пур. Сăмахран, общество шухăш-кăмăлне тĕпчекен Пĕтĕм Раççейри центр специалисчĕсем енчен те суйлав çывăх вырсарни кун иртес пулсан Раççейре пурăнакансем вĕсем хăш партишĕн сасăланă пулнине ыйтса пĕлеççĕ. ВЦИОМ ыйтăвĕсем мĕн çинчен калаççĕ-ха? Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне суйлав правипе усă куракан граждансем çакăн пек пайланнă: "Единая Россия" суйлавçăсен 48,19 процент, РФКП - 26,35процент, РЛДП - 15,51 процент, "Справедливая Россия" - 6,41 процент пуçтарнă. "Яблоко", "Патриоты России" тата "Правое дело" партисемшĕн пĕтĕм суйлавçăсен 4 процентĕнчен каярах сасăлама пулнă. Иртнĕ уйăх тăршшĕнче суйлав тапхăрĕн вăхăтĕнче нумай улшăнусем пулчĕç, уйрăмах парти списокĕпе кандидатсене тăратни тата регистрацилени паллă вырăн йышăнчĕç. Хăшĕ авторитетлă, хисеплĕ çын пулнине, хăш ялав айĕнче утаканнине суйлавçăсем туйса илчĕç. Тĕлĕнме кирлĕ мар, юпа уйăхĕн çурринчен лару-тăру улшăнчĕ: "Единая Россия", политикăри тата экономикăри элитăна пĕрлештерекенскер, хăйĕн пухмачне сасăсем хушнă, унăн тĕп тупăшуçисем хăйсен электорачĕн пĕр пайне çухатнă. Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне парти рейтингĕ çапла палăрать: "Единая Россия" _ 52,64 процент, РФКП - 23,69 процент, РЛДП - 15,1 процент, "Справедливая Россия" - 6,25 процент. Парламента лекеймен партисене ырлакансен шайĕ тата та чакнă, вĕсенчен пĕри те, малтанхи кăтартусем тăрăх, суйлавçăсен 1 процентне пухаймасть. ВЦИОМ прогнозĕ тăрăх, юпа уйăхĕн 1-2-мĕшĕсенче ыйтса пĕлнĕ тата wciom.ru сайтра пичетленĕ, результатсем çавăн пекех, вăл малашне те çакăн пек сыхланса юлĕ. "Единая Россия" партишĕн сасăсем хутшăнĕç, РФКП тата РЛДП суйлавçăсен сассисене çухатĕç. Халăхран тата эксперт-политологсенчен ыйтса пĕлнĕ тăрăх, раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнчи суйлава суйлавçăсен 56 проценчĕ хутшăнĕ, Патшалăх Думине тăватă парти _ "Единая Россия" 53,8 процентпа, РФКП (17,1 процент), РЛДП (11,3 процент), "Справедливая Россия" (7,9 процент) суйланĕç. "Яблоко, "Патриоты России", "Правое дело" Думăна пачах лекеймĕç. ВЦИОМ Раççейри 46 облаçри, крайри, республикăри, 138 хулапа ялти 1600 çынна ыйтса пĕлнĕ. Çавăн пекех 10 эксперт-политолога та тĕпченĕ (статистика йăнăшĕ 3,4 процентран ытла мар).