Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă ăрурисем канашларĕç

23 ноября 2011 г.

Чỹк уйăхĕн 18-мĕшĕнче райадминистрацин ларусем ирттермелли пысăк залĕнче Чăваш Республикин ветеранĕсен районти канашĕн пленумĕ иртрĕ. Унта Елчĕк район пуçлăхĕ Р.Молодова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин хутшăнчĕç. Пленум Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсен, центр çумĕнчи ветерансен "Туслăх" пултарулăх коллективĕн юррисемпе пуçланчĕ. Чи малтанах ветерансен канашĕн ертỹçи С.Терентьева сăмах илчĕ. Пуçтарăннисене вăл Чăваш Республикин вăрçăпа ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен, право органĕсен ветеранĕсен канашне туса хунăранпа 25 çул çитнĕ тĕле хатĕрленсе ирттерессипе çыхăннă районти мероприятисен планĕпе паллаштарчĕ, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти канашĕ çумĕнче яланлăх комисси туса хунине хыпарларĕ. Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлешĕвĕсенчи ветерансен организацийĕсем хушшинче аслă ăрурисене социаллă пулăшу тата граждансене патриотла воспитани парассине хаклас тĕлĕшпе çывăх вăхăтра йĕркеленекен смотр-конкурс пирки те асăнчĕ Серафима Александровна. Социаллă хỹтлĕх паракан уйрăм начальникĕ И.Аникина тивĕçлисене "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ят парас йĕркесем çинче чарăнса тăчĕ. Пуçтарăннисен умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин та сăмах илчĕ. Николай Петрович район экономикипе социаллă аталанăвĕ çинче кĕскен чарăнса тăчĕ, обществăлла ĕçе хастар хутшăнакан чылай ватăна Тав çырăвĕпе чысларĕ. Ватăсем социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене çĕклерĕç, Чăваш Республикин Президенчĕн М.Игнатьевăн Чăваш Патшалăх Канашне янă "Пĕтĕмпех çын валли тата çыншăн" Çырăвне активлăн сỹтсе яврĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика