23 ноября 2011 г.
Юлашки вăхăтра Раççейри право йĕркине сыхлакан органсем коррупципе çыхăннă преступленисене тĕпчесе тупса палăртасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Массăлла информаци хатĕрĕсем тĕрлĕ шайри чиновниксем взяткăсем илнин, должноçри тивĕçсене сĕмсĕррĕн пăснине тупса палăртнин тĕслĕхĕсене анлăн çутатаççĕ. Взятка илекенсене те, ăна паракансене те уголовлă йĕркепе явап тыттараççĕ. Взятка панипе тата илнипе çыхăннă право йĕркисене пăснисем тупса палăртма йывăррисен шутне кĕреççĕ. Мĕншĕн тесен икĕ енĕ те çакна пытарма тăрăшать. Коррупци ыйтăвĕ йывăр, вăл тĕнчери кашни çĕр-шыврах вун-вун çул хушши татăлайми ыйту пулса тăнине, çавна май çак çитменлĕхпе çине тăрса кĕрешмеллине Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă "Пĕтĕмпех çын валли тата çыншăн" Çырăвĕнче те палăртса хăварнă. Вăл коррупципе кĕрешесси тĕп тĕллев тата принцип пулмаллине, пĕтĕм шайри влаç тытăмĕнче ĕçлекен тỹресен саккунсене çирĕп пăхăнмаллине, коррупцие хирĕç кĕрешес ĕçе общественноçа анлăн явăçтармаллине каланă. Коррупципе кĕрешес тĕллевпе çĕр-шывра федерацин тивĕçлĕ саккунне тата Коррупципе кĕрешмелли наци стратегине йышăннă.