23 ноября 2011 г.
Наркомани - хăрушă чир. Пĕр хут наркотик тутансан унран хăтăлма çăмăл мар. Наркотик чи малтанах ăс-тăна хавшатать. Çыннăн юрату, савăну, хурлану туйăмĕсем çухалаççĕ. Наркотик тытăмне лекнĕ çыннăн пурнăçĕ романтика мар, кулленхи хăрушлăх, хăйне мĕскĕннĕн тытни, çынлăха çухатни пулса тăрать. "Анăç парни" ырри патне илсе çитерменни каламасăрах паллă. Чир кунран кун аталанать, шалтан шала кĕрсе пырать. Наркотик виçине те ытларах та ытларах ỹстерсе пымалла. Каярах сывлăх хавшани палăрма пуçлать. Нумай ашшĕ-амăшĕ ачисем çак хăрушă авăра лекнине малтанлăха сисмессе те пултарать. Уйрăмах çакă шкул пĕтерсе хулана вĕренме кайнисен хушшинче тĕл пулать. Вĕсем тăван килтен аякра чухне ирĕклĕ пурнăçа хăнăхаççĕ, ыттисенчен нихăш енĕпе те "катăк" мар тесе шурă порошок тыткăнне çакланаççĕ. Ачан характерĕ улшăннине туйсанах аслисен унпа юнашар ларса калаçмалла, ăна мĕн пăшăрхантарнине ыйтса пĕлмелле, ăнланма тăрăшмалла. Енчен те ача хăйне урăхла тытма пуçласан, килтен укçа, хаклă япаласем çухалсан, ашшĕ-амăшĕн сехĕрленме сăлтав пурах. Ку пуçламăшĕ çеç пулма пултарать. Ку чухне ывăлăн е хĕрĕн ал-урине, пỹлĕмĕсене тĕрĕслемелле. Ỹт-пỹ çинче укол тунă паллăсем, пỹлĕмĕнче трубка евĕр çавăрнă хут таткисем, порошок евĕр япаласем асăрхасан, ним шутласа тăмасăр ачана нарколог патне илсе каймалла. Укçа-тенкĕсĕр наркотик туянаймăн. Çĕнĕрен çĕнĕ доза туянма кулленех пысăк укçа-тенкĕ кирлĕ. Наркоман ирĕксĕрех преступлени çулĕ çине тăрать: вăл вăрлать, çынсене пусахлать. Наркомание пулах мĕн чухлĕ çемье арканать-ши? Тата пысăкрах инкек: упăшкипе арăмĕ те çав инкекпе туслă пулсан çут тĕнчене чăлах ачасем килни. Вĕсен вара ашшĕ-амăшĕн киревсĕр йăлисемшĕн ĕмĕр тăршшĕпех асап курма тивет.