Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малалла аталанма хистет

23 ноября 2011 г.

Николай ГОЛОВИН, "Победа" ял хуçалăх предприятийĕн ертỹçи:

- Республика Президенчĕн Çырăвĕ ял хуçалăх отрасльне аталантарас енĕпе тытса пыракан çул-йĕре малалла тăсма хистет. Агропромышленность комплексĕнчи патшалăх политикин çирĕплĕхĕ ял хуçалăх предприятийĕсене иртнĕ çулхи шăрăх çанталăк условийĕнчи йывăр лару-тăруран та чăрмавсăр тухма май пачĕ. Президент тата Правительство тăрăшнипе республикăра аграри проекчĕ ăнăçлăн пурнăçа кĕрет. Юлашки çулсенче ял хуçалăх предприятийĕсенче çĕнĕ йышши сĕт-çу комплексĕсем хута каяççĕ. Малашне выльăхсен селекципе ăратлăх ĕçне лайăхлатасси, çулталăкра 8000 килограмм сĕт антаракан ĕнесен кĕтĕвне йĕркелесси çинчен шутлатпăр.

Александр КУДРЯШОВ, "Чăвашьенкрахмал" сахал яваплă юлташлăхăн генеральнăй директорĕ: 

- Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç промышленноçĕ пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Çавăнпа республика Правительстви апат-çимĕçе тирпейлекен предприятисем производствăна аталантарма илнĕ кредитăн процент ставкисене субсидилеме йышăннине ырласа йышăнатăп. Пирĕн республика, ытти регионсемпе танлаштарсан, пур кăтартусемпе те малта. Пуласлăха шанмалăх пур. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса предприятире крахмал типĕтекен çĕнĕ йышши цех тума пуçăнтăмăр.

Алина ВАСИЛЬЕВА, Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле практика врач офисĕн врачĕ:

- Тухтăр пулнă май манăн, паллах, Президент сывлăх сыхлавĕ пирки каланă сăмахсене палăртас килет. Эпĕ чирлисене чи малтан йышăнакан, пуçламăш сыпăкри врач. Ял çыннисем район центрне çỹремесĕрех вырăнта пĕрремĕш пулăшу илме пултарнăшăн кăмăллă. Район центрĕнчи тухтăрсем патне кайнă чухнехи черетсене халĕ Курнавăш ял тăрăхĕнче пурăнакансем аса та илес килменнине пытармаççĕ.

Татьяна МИХАЙЛОВА, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти учительница:

- Президент Çырăвĕнче республика пуласлăхĕ хамăр ачасем çине мĕнлерех пăхнинчен тата вĕренỹ ĕçĕ-хĕлĕнчен килет тенĕ. Кăçал республикăри пĕрремĕш класс ачисем вĕренỹн çĕнĕ стандарчĕпе вĕренме пуçларĕç. Çĕнĕлĕхсем вăй илсе пынă май шкул çурчĕсене юсас, классене пуянлатас, хăрушсăрлăх тытăмне аталантарас ĕçсем малалла пыни савăнтарать. Ачасене вĕри апатпа тивĕçтересси те йĕркеллĕ. Ялта вĕренекенсем те хальхи пурнăç ыйтнă условисенче пĕлỹ илеççĕ. Пирĕн, вĕрентекенсен, ачасене тарăн пĕлỹ парас тивĕçе тĕплĕн пурнăçламалла çеç.

Валентина ПОРТНОВА, Елчĕкри культурăпа кану центрĕн директорĕ: 

- Мана уйрăмах Президент культура ыйтăвĕсене куçран вĕçертменни кăмăла çĕклерĕ. "Культурăна пулăшассине вăйлатмалла"- тенĕ сăмахĕсем мĕне тăраççĕ тата! Ял сăн-сăпачĕ - культурăра. Ялта культура аталансан чăваш пĕтмест. Çырура палăртнă шухăшсем пире тата тăрăшарах ĕçлеме хистеççĕ.

Вениамин КУДРЯШОВ, райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ: 

- Тĕп документра физкультурăпа спорта аталантарни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. Çакă сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыма май парать. Спорта аталантарасси çине укçа-тенкĕ уйăрасси çулсеренех ỹссе пыни хавхалантарать. Сывлăхлă çын ăс-тăн тĕлĕшĕнчен те сывă. Паян ачасене телевизор экранĕнчен, вĕçĕ-хĕррисĕр Интернет кỹрекен япăх витĕмрен, пушă вăхăтне тĕллевсĕр те усăсăр ирттересрен, киревсĕр йăласемпе туслашасран хỹтĕлемеллех пирĕн. Физкультурăпа спорта аталантарас, маларах асăннă тĕллевсене пурнăçлас тесе районта кăçалхи юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче "2011-2016 çулсенче Елчĕк районĕнче физкультурăпа спорта тата туризма аталантарасси" тĕллевлĕ программăна йышăннине те асăнса хăвармалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика