Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак хисепре

23 ноября 2011 г.

 Салтак атти тăхăнса курнă çамрăк ял çинче хисеплĕ. Ватти те, вĕтти те сумлать ăна. Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсен уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - кĕрхи призывра икĕ районтан пурĕ 78 çамрăк салтак атти тăхăнĕ. Паянхи кун районти ял тăрăхĕсенче кашни эрнерех çамрăксене салтака ăсатаççĕ. Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнчи Сергей Герасимов çамрăка тăванĕсемпе тус-юлташĕсем çак кунсенче çара ăсатнă. Ял тăрăхĕнчи çарпа учет ĕçĕн инспекторĕ Э.Федорова йĕкĕте çар тивĕçне чыслăн пурнăçлама сĕннĕ, парнепе хавхалантарнă. Çак кунсенче салтакран таврăннисем те сахал мар. Николай Борисов, Владимир Патшин, Александр Агеев, Александр Вастулов тата ыттисем те çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика