Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăхав çырма ирĕк пур

19 ноября 2011 г.

Манăн мăшăрăм айăплав срокне республикăри пĕтĕмĕшле режимлă колонире ирттерет. Нумаях пулмасть вăл телефонпа юсану учрежденийĕн администрацийĕ çăхав çырма ирĕк паманнине пĕлтерчĕ. Çакна вăл ниепле те çирĕплетме пултараймасть. Ку лару-тăрура мĕн тумалла?

Л.НИКОЛАЕВА.

Ыйту çине Чăваш Республикинчи юсану учрежденийĕсенче саккуна мĕнле пăхăннине тĕрĕслекен А.Зотов прокурор хуравлать: _ РФ УИК 15 статйинче палăртнă требованисемпе килĕшỹллĕн, ирĕк прависĕр юлнă айăпçăн юсану учрежденийĕн администрацийĕ урлă учрежденире тĕл пулакан çитменлĕхсене палăртса çỹлерех тăракан органсене (айăплава пурнăçлакан учрежденисен ĕçĕ-хĕлне тĕрĕслекен çỹлерех органсене, суда, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене, патшалăх влаç органĕсене, общество пĕрлешĕвĕсене, çын прависемпе ирĕкĕсене хỹтĕлекен патшалăхсен хушшинчи органсене) сĕнỹпе тухма, заявлени е çăхав тăратма ирĕк пур. Сирĕн мăшăрăра Чăваш Республикинчи юсану учрежденийĕсенче саккуна мĕнле пăхăннине тĕрĕслекен Шупашкар прокуратурин "хĕрỹ линийĕн" 62-56-80 номерĕпе çыхăнма сĕнетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика