Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Енре - вĕренĕве хутшăнакан "террористсем"

19 ноября 2011 г.

Чăваш Республики террористсенчен сыхланма хатĕр е хатĕр маррине тĕрĕслес тĕллевпе республикăра чỹк уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа 20-мĕшĕччен вĕренỹ пырать. Çавна май йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем Чăваш Ене килсе çитнĕ суя террористсене "тытассипе" тимленĕ. Спортсмен кĕлеткиллĕ 20-40 çулсенчи арçынсем тĕрлĕ объектсене, вокзалсене, лавккасене, кинотеатрсене е халăх чылай пухăнакан ытти вырăнсене кĕрсе "сирпĕтекен хатĕрсем" вырнаçтарнă, халăхран хăйсене уйрăм хваттерсене яма, автотранспортсене арендăна илме, SIM-карттăсемпе карас телефонсем туянма, япаласене илсе çитерме ыйтнă. "Диверсантсем" çавăн пекех лавккасемпе аптекăсене кĕрсе уйрăмах пысăк виçеллĕ хими препарачĕсем илме хăтланнă, хваттерсене тара тытнă, ют регионтан килнĕ ĕçченсем пек курăнса ĕçе вырнаçнă. Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем халăха уйрăмах тимлĕ пулма, сисчĕвлентерекен тата икккĕлентерекен çынсене асăрхасан кирек хăш вăхăтра та 62-05-91 тата 2-50-02 номерсемпе шăнкăравлама ыйтаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика