19 ноября 2011 г.
Елчĕкре "Улăп" комплекс уçăлни тăватă çул çитнĕ. Çак ятпа кунта районти шкул ачисем хушшинче шывра ишессипе ăмăрту пулса иртнĕ. Тĕрлĕ ỹсĕмри хĕр ачасемпе арçын ачасем 25-100-шер метра ишессипе ăмăртнă. Хăйсен çулĕсенче çĕнтерỹçĕсем: А.Леонтьев, А.Михайлов, А.Егорова (Елчĕк), О.Романова, С.Пробкин (Çĕнĕ Пăва). Тĕп шкулсенчи командăсенчен Патреккелсем, вăтам шкулсенчен Елчĕксем палăрнă. Алексей Леонтьев вара шывра ишессипе районта чи пултарулли. Вăл баттерфляй мелĕпе ишессипе мастер-класс кăтартнă. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене грамотăсемпе, медальсемпе чысланă. Пĕрремĕшсем парнесене, çĕнтерỹçĕ-командăсем куçса çỹрекен кубоксене тивĕçнĕ.