Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç коллективĕсемпе курнăçнă

19 ноября 2011 г.

 Чỹк уйăхĕн 16-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Информаци кунне хутшăннă ушкăнсем ял тăрăхĕсенче пулса халăхпа тĕл пулнă май тĕп тема - Чăваш Республикин Президенчĕн Михаил Игнатьевăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă "Пĕтĕмпех çын валли тата çыншăн" çырăвне сỹтсе явасси тата унта палăртнă тĕп положенисене пурнăçа кĕртесси - тавра калаçу пуçарчĕç. "Чувашхлебопродукт" ОАО директорĕ А.Ласточкин, Чăваш Республикин вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Петрова, Раççей Федерацийĕн налук службин Чăваш Енри Управленийĕн ертỹçин çумĕ О.Никина, вăрçă ветеранĕсен республикăри клиника госпиталĕн тĕп тухтăрĕ Е.Барсукова чи малтанах райадминистрацин ларусем ирттермелли залĕнче районти предпринимательсемпе иртнĕ канашлăва хутшăнчĕç, унта тухса калаçрĕç. Канашлу хыççăн информаци ушкăнĕсем Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсенчи ялсенче, Елчĕкре вырнаçнă "Улăп" физкультурăпа сывату комплексĕн, "МРСК Волги" - "Чувашэнерго" ОАОн Елчĕкри филиалĕн, Елчĕкри тĕп больницăн, "Победа", "Чувашъенкрахмал", "Яльчикский" коопторг" ОООсен ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕç. Тĕп темăсемпе калаçнисĕр пуçне халăха кăсăклантаракан ыйтусене те хуравларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика