Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суйлав пирки мĕн пĕлмелле?

19 ноября 2011 г.

 Раштав (декабрь) уйăхĕн 4-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн улттăмĕш суйлаври Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕ тата Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕ иртет. Икĕ пысăк суйлав пĕр килни пирĕн республикăра пĕрремĕш хут пулĕ. Самана улшăннă май суйлав саккунĕсене те улшăнусем кĕрсех тăраççĕ. Суйлавпа çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва хускатса Чăваш Республикин Елчĕк территори суйлав комиссийĕн председателĕпе Л.Левыйпа калаçрăмăр: 

- Леонард Васильевич, суйлавçăсем суйлав кунĕнче алла миçе суйлав бюллетенĕ илеççĕ?

-Суйлав кунĕнче суйлавçăсем алла 3 суйлав бюллетенĕ илеççĕ. 1-мĕшĕ - парти списокĕсемпе тăратнă Раççей Федерацийĕн улттăмĕш суйлаври Патшалăх Думин депутачĕсене суйламалли бюллетень. Кунта кăçал çĕнĕлĕх те пур. Маларах РФ Патшалăх Думин депутачĕсене тăватă çуллăха суйлаттăмăрччĕ пулсан, кăçалтан -пилĕк çуллăха. Çак суйлавра яланхиллех Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине партисем тăратнă 450 депутат суйланĕ. 1-мĕш бюллетеньре суйлава хутшăнма ирĕк илнĕ 7 политика партийĕн ячĕсем пулĕç. Бюллетеньре партисен ячĕсем вырăсла чĕлхепе тăнăран вĕсен ячĕсене вырăслах асăнăп: "Справедливая Россия", "Либерально-демократическая партия России", "Коммунистическая партия Российской Федерации", "Российская объединенная демократическая партия "Яблоко", "Единая Россия", "Правое дело". 2-мĕшĕ - Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕсене парти списокĕпе (урăхла каласан пĕрлĕхлĕ суйлав округĕпе) суйламалли бюллетень. Кунта суйлава хутшăнма ирĕк илнĕ 5 партин ячĕ пулĕ: "Единая Россия" политика партийĕн чăваш регионĕнчи уйрăмĕ, "Патриоты России" политика партийĕн Чăваш регионĕнчи уйрăмĕ, "Справедливая Россия" политика партийĕн Чăваш Республикинчи регион уйрăмĕ, "Либерально-демократическая партия России" политика партийĕн регионти уйрăмĕ, "Коммунистическая партия Российской Федерации" политика партийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ. Суйлавçăна ăнланмалла пултăр тесе çакна палăртса хăварам. Ку суйлавра та Чăваш Патшалăх Канашне яланхиллех 44 депутат суйлăпăр. Çав шутран 22 депутачĕ парти списокĕпе (2-мĕш бюллетень), ытти 22-шĕ пĕр мандатлă суйлав округĕсемпе суйланĕç. Пĕр мандатлă суйлав округĕсемпе суйланакан кандитатсен хушамачĕсем 3-мĕш бюллетеньре. Эпир, Елчĕк районĕн суйлавçисем, пĕр мандатлă Комсомольскин 7-мĕш округне (унта Комсомольски, Елчĕк районĕсем тата Канаш районĕнчи пĕр ял тăрăхĕ) кĕретпĕр. 1-мĕшпе 2-мĕш бюллетеньсене кĕртнĕ партисен ячĕсене списока шăпа ярса палăртнă йĕркепе вырнаçтарнă пулсан, виççĕмĕш бюллетеньри кандидатсен хушамачĕсене алфавит йĕркипе вырнаçтарнă. 1-мĕшпе 2-мĕш бюллетеньсенче суйлавçăн хăй сасăлас текен пĕрер парти хыçĕнчи тата 3-мĕш бюллетеньри депутата суйланакан пĕр кандидат хушамачĕ хыçĕнчи тăваткалта мĕнле те пулин паллă (хĕрес, çаврашка, çекĕл...) лартмалла. 

- Суйлав бюллетенĕсене камсем илме пултараççĕ? -

 Саккун тăрăх, суйлава 18 çула çитнĕ Раççей гражданинĕ хутшăнать. Суйлав бюллетенĕсене суйлавçăсен списокне кĕртнĕ суйлавçăсене параççĕ. Вĕсене илес тесен, паспорт е ăна улăштаракан ытти документ (çар службинче тăракан çыннăн удостоверенийĕ, шалти ĕçсен пайĕ палăртнă формăпа панă справка е урăх документ, моряк паспорчĕ, ют çĕр-шывра пурăнакан Раççей гражданинĕн паспорчĕ) кăтартать. Суйлав бюллетенĕсене илнĕ чухне суйлава хутшăнакан çын суйлавçăсен списокĕнче паспортăн е маларах асăннă пĕр-пĕр документăн серине, номерне кăтартать, суйлав бюллетенĕсене илнине алă пусса çирĕплетет. Суйлавçă килĕшсен, унăн паспорчĕн е ытти документăн серийĕпе номерне суйлавçăсен списокĕнче суйлав комиссийĕн членĕ те паллă тума пултарать, анчах та суйлавçă хăех алă пусса çирĕплетмелле. 

- Çын ватă е чирлĕ пулнăран хăй тĕллĕн алă пусаймасть. Çак лару-тăрура мĕн тумалла? 

- Кашни суйлавçă хăйĕншĕн çеç сасăлать. Ытти суйлавçăсемшĕн унăн сасăлама ирĕк çук. Çапах та суйлав саккунĕсем тăрăх уйрăм йĕрке те палăртнă. Енчен те çын ватлăха е чире пула алă пусаймасан тепĕр суйлавçăран (вăл суйлав комиссийĕн членĕ, регистрациленнĕ кандидат, унăн председателĕ, шаннă çынни, сăнавçă, политика партийĕн шаннă çынни мар пулсан) пулăшу ыйтма пултарать. Çак лару-тăрура пулăшакан суйлавçă алă пуснă хыççăн списокри "уйрăм паллăсем" графара хăйĕн хушаматне, ятне, ашшĕ ятне, паспорт е ытти документ серине, номерне палăртать. Енчен те 2011 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче суйлавçă чирленипе е шута илмелли урăх сăлтавпа хăйне списока кĕртнĕ суйлав участокне пыраймасть пулсан, çав кунĕнче 14 сехетрен кая юлмасăр (ытти çулсенче 16 сехетчен пулнă) суйлав комиссине телефонпа е ытти çынсем урлă пĕлтермелле. Çапла тусан суйлавçă патне килне пырса сасăлаттарĕç. 

- Суйлав кунĕнче тĕрлĕ сăлтава пула хăйсен суйлав участокĕнче пулайман суйлавçăсене ирĕклĕ сасăлав удостоверенийĕ парас йĕрке çинче чарăнса тăрсамăр. 

- Палăртса хăварар. Районта пурĕ 42 суйлав комиссийĕ ĕçлет. Суйлав кунĕнче тĕрлĕ сăлтава пула (санатори-курорта, больницăна выртма, ытти региона ĕçлеме тухса каять тата ытти те) хăйсен суйлав участокĕнче пулайман суйлавçăсем ирĕклĕ сасăлав удостоверенийĕсем (открепительное удостоверение) илме суйлав участокĕсене пырса заявленисем çырмалла. Ирĕклĕ сасăлав удостоверенине шану хучĕпе (доверенность) илес текенсен шану хутне нотариус урлă çирĕплетмелле. Шану хутне ял тăрăхĕн пуçлăхĕ те çирĕплетме пултарать. Асăннă удостоверенипе суйлавçăн çĕр-шыври кирек хăш суйлав участокĕнче те сасăлама ирĕк пур. 

- Çул çитнĕ май сасăлава пуçласа хутшăнакан суйлавçăсене мĕн суннă пулăттăрччĕ? 

- Суйлава пĕрремĕш хут хутшăнакан 18 тултарнă суйлавçăсене яланхиллех парнесемпе хавхалантарăпăр. Вĕсем те çĕр-шыв, республика, район аталанăвĕшĕн, пуласлăхĕшĕн тăрăшса сасăлава активлă хутшăнса тĕрĕс суйлав тăвасса шанас килет. 

- Тĕрлĕ хулара вĕренекен студентсене хăйсем мĕнле йĕркепе сасăласси кăсăклантарать.

- Студентсем суйлава хăйсем вăхăтлăх регистрациленнĕ вырăнта хутшăнаççĕ.

 - Суйлавпа çыхăннă пичет тата ытти агитаци материалĕсене вырнаçтарас йĕркесем çинче чарăнса тăрсамăр. 

- Суйлавччен вăхăт нумаях та юлмарĕ. Суйлавçăсене, кандидатсене, суйлав комиссийĕн членĕсене е суйлава хатĕрленсе ирттерессипе çыхăннă кашни çыннах суйлав саккунĕсене çирĕп пăхăнма чĕнсе калатăп. Суйлавпа çыхăннă пичет тата ытти агитаци материалĕсене вырнаçтарас йĕркесем çинче чарăнса тăрас пулсан çакна палăртмалла. 2011 çулхи юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн Н.Миллинăн "Раштав (декабрь) уйăхĕн 4-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн улттăмĕш суйлаври Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕ тата Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕпе çыхăннă пичет тата ытти агитаци материалĕсене ятарласа уйăрнă вырăнсене вырнаçтарасси çинчен" йышăнăвĕ тухрĕ (вăл "Елчĕк ен" хаçатăн 130-мĕш номерĕнче пичетленнĕ). Çавна май кашниех йĕркене пăхăнма, суйлавпа çыхăннă пичет тата агитаци материалĕсене ятарласа уйăрнă вырăнсене анчах вырнаçтарма ыйтас килет. 

- Суйлав кунĕнче суйлавçă суйлав участокне пымалли вăхăт улшăнман-и?

- Çук. Суйлав вырăнти вăхăтпа ирхине 8 сехетрен пуçласа каçхине 20 сехетре вĕçленет. Декабрĕн 4-мĕшĕнче суйлава пурте активлă хутшăнасса, тĕрĕс çул суйласа илессе шанса тăратпăр. Енчен те суйлавпа çыхăннă ыйтусем сиксе тухас пулсан эсир Елчĕк территори суйлав комиссине килме (вăл район администрацийĕн 3-мĕш хутри 17-мĕш (2-54-92) е 2-мĕш хутри 3-мĕш пỹлĕмсенче вырнаçнă (2-58-05) е маларах палăртнă телефонсемпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пултаратăр.

Е.ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика