Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăн нумай енлĕ пурнăçне сăнлать

19 ноября 2011 г.

Виталий РЫБКИН, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ: 

- Çыру тарăн та анлă пулни, чăнлăхпа килĕшсе тăни килĕшрĕ. Президент çитĕнỹсемпе пĕрле çитменлĕхсене те асăнса вĕсене пĕтерес тĕллевпе çывăх вăхăтра çанă тавăрса ĕçлемеллине палăртрĕ. Вăл çывăх вăхăтри тĕллевсене анчах мар, вăрахлăххисене палăртни те малашлăха шанăçлăн утăмлама май парать.

Наталья ПЕТРОВА, Елчĕкри "Чебурашка" ача сачĕн заведующийĕ: 

- Çырура Михаил Игнатьев республикăри ачасене шкулчченхи вĕренỹ учрежденийĕсемпе тивĕçтерес лару-тăрăва тĕпрен лайăхлатасси çине пусăм турĕ. Ку енĕпе юлашки вăхăтра сахал мар ĕç пурнăçланă. Республикăра анчах мар, районта та шкулсен çумĕнче ача сачĕсем уçассипе сахал мар ĕç тунă. Республикăри шкулсене çĕнетнĕ май вĕсен çумĕнче 4 пин вырăнлă шкулчченхи 235 ушкăн уçни (çакă вăтамран 20 ача сачĕ тăвассипе танлашать), юлашки вунă çул хушшинче сакăр ача сачĕ тума пуçăнни, çитес çул шкул çулне çитмен ачасем валли 3 пине яхăн вырăн йĕркелеме, 2014 çул вĕçне 24 çĕнĕ çурт тата халь ĕçлекен ача сачĕсем çумне тĕксе 4 çурт тума палăртни, çулталăк çурăран пуçласа 3 çула çитичченхи ача садне çỹремен пепкесемлĕ çемьесене укçа тỹлесе саплаштарас енĕпе пилотлă проект ĕçлени ашшĕ-амăшне пысăк шанăç кỹрет.

Николай ПЕТРОВ, райадминистрацин пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертỹçи:

 - Халăха паянхи кун пурне те пырса тивекен тема _ пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕ пăшăрхантарать. Ăна Çырура та хускатнă. Çак сферăри пăтрашуллă чылай ыйтăва татса парас тĕлĕшпе Президент кăçалхи юпа уйăхĕнче ятарлă Указ кăларнине ырламалла. Вăл пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсенче Чăваш Енре пурăнакансен прависемпе интересĕсене хỹтĕлемелли хушма майсем йĕркелеме пулăшать. Ертсе пыракан компанисен ĕçĕ-хĕлне уçăмлатмаллине те палăртнă Çырура. Ку тĕллеве малашне Интернетри Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх порталĕ /www.jkh.cap.ru/ пурнăçлĕ. Чăваш Ен асăннă сферăна реформăлама Раççей шайĕнчи пулăшакан фонд уйăрса панă лимита хăвăрт алла илнĕрен хушма укçа-тенке тивĕçни кашни районшăнах меллĕ. Сăмах май, 2009 тата 2011 çулсенче ятарлă программа пулăшнипе пирĕн районта та нумай хваттерлĕ 13 çурта тĕпрен юсама май килнĕ. Кăçалхи чỹк уйăхĕнче Октябрь урамĕнче вырнаçнă 20, 22-мĕш, Комсомольски урамĕнчи 6, 8-мĕш, Андреев урамĕнчи 4-мĕш çуртсен тăррисене юсас ĕçе вĕçленĕ (юсанă çурт тăррисен лаптăкĕ пурĕ 2458 тăваткал метр). Хальхи вăхăтра çуртсенчи пĕрле усă куракан инженери тытăмне юсас ĕç пырать. 20-мĕш тата 22-мĕш çуртсенче шыв кĕртес тата каяшсене юхтарса кăларас тытăма хута ярассипе тимлетпĕр.

Петр СКВОРЦОВ, Елчĕк район Депутачĕсен пухăвĕн депутачĕ:

- М.Игнатьев республикăри социаллă пурнăçпа экономикăра, политикăра тăнăçлăх пурри çинчен каларĕ. Çакă, ман шухăшпа, чи кирли. Çавна май республикăмăр кал-кал аталанасса шанма пулать. Михаил Васильевич çавăн пекех умра нумай тĕллев пулнине, республика бюджечĕн 2/3 пайĕ социаллă тĕллевлĕ пулнине палăртрĕ. Президент çирĕп кăмăллă пулни, пуçăннă ĕçе тата палăртнă тĕллевсене халăхпа пĕрлĕхре пулса пысăк хавхаланупа пурнăçлама пултарни пирки иккĕленỹ çук.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика