16 ноября 2011 г.
"Шурă туя" клуб членĕсем Куç курманнисен пĕтĕм тĕнчери кунне халалласа çулсерен районти тĕп библиотекăна пуçтарăнса районти тĕрлĕ шайри пуçлăхсемпе тĕл пулаççĕ. Хальхинче те куç курманнисен çивĕч ыйтăвĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай пуçлăхĕ И.Аникина, куç курманнисен обществин Елчĕкпе Комсомольски районĕсенчи уйрăмĕн председателĕ Г.Михайлов, секретарĕ В.Константинова, районти тĕп больницăри А.Ястребова офтальмолог, РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн начальникĕ З.Яковлева хуравларĕç. Çăмăллăхсене суйласа илеççĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2010 çулхи раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнчи 500-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе Чăваш Республикинчи уйрăм категориллĕ граждансене 2011-2013 çулсенче республика бюджетĕнчен çурт-йĕрпе коммуналлă тỹлевсемшĕн социаллă пулăшу памалли йĕркесене çирĕплетнĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вĕренỹ учрежденийĕсенчи педагогика ĕçченĕсем икĕ тĕрлĕ социаллă пулăшу - уйăхсерен паракан тỹлеве е уйăхсерен паракан укçа компенсацийĕ илме пултараççĕ. Социаллă пулăшăва илес текенсен учрежденинче 10 çултан кая мар ĕçлемелле. Хăш социаллă пулăшăва илессине пĕлтерсе раштав уйăхĕн 1-мĕшĕччен педагогсен районти социаллă хỹтлĕх пайне килсе заявлени çырмалла. Заявленипе пĕрле паспорт, ăçта пурăннине çирĕплетекен документ, ĕç кĕнекин копине тăратмалла. Уйăхсерен паракан тỹлеве пурăнмалли çурт-йĕр лаптăкĕн социаллă нормин республикăри стандартĕнчен шутласа параççĕ. 2012 çулта уйăхсерен паракан укçа тỹлевĕ 732,1 тенкĕпе танлашать. Уйăхсерен паракан укçа компенсацине суйласа илнисен çурт-йĕре хутса ăшăтма çут çанталăк газĕпе усă курнăшăн, электроэнергишĕн, коммуналлă хваттерте пурăннăшăн тỹлекен счетсене, квитанцисене, расчет кĕнекисене тăратмалла. Çăмăллăх илекен ĕç килĕшĕвне татнă пулсан, ăна виçĕ кун хушшинче социаллă хỹтлĕх пайне пĕлтермелле.