Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Клубсем çĕнĕлле ĕçлеççĕ

16 ноября 2011 г.

 Юлашки çулсенче ялти клубсем çĕнĕлле ĕçлеме пуçлани яр уççăн курăнать. Халĕ пысăк çăрасемпе питĕрсе илнĕ, хутăнман, территорийĕ тирпейсĕр культура çурчĕсене кураймăн районта. 2007 çулта ЧР Президенчĕ "Чăваш Республикинче ялти культура учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен" Указ кăларнăччĕ. Вăл мĕнле пурнăçланнине республикăри канашлура пăхса тухрĕç. Унта райадминистрацин культурăпа информаци пайĕн ертỹçи А.Александрова, районти модернизациленĕ клубсен ертỹçисем В.Портнова, П.Смирнов тата Е.Добронравова та хутшăнчĕç. Шупашкарти оперăпа балет театрĕн нумай функциллĕ залĕнчи "çавра сĕтел" хушшинчи канашлăва ЧР культура министрĕн çумĕ Т.Казакова уçрĕ, республикăри çĕнелнĕ клубсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки доклад туса пачĕ. Вăл паянхи кун тĕлне республикăра çĕнелнĕ 46 клуб ĕçленине палăртрĕ. Калас пулать, виççĕшĕ пирĕн районта: Елчĕкре, Курнавăшра тата Патреккелĕнче. Çак кăтарту кỹршĕсенчен пысăкрах пулни савăнтарать. Культура учрежденийĕсене вăхăтра юсаса, çĕнетсе ĕлкĕрнĕ Елчĕксем. Маларах асăннă Указа çитес çулсенче пурнăçа кĕртессишĕн çанă тавăрса ĕçлеме шантараççĕ-ха, халь-лĕхе вара, кризис тапхăрне лекнĕрен, вăл кăштах "уксахларĕ" тесен те йăнăш мар. Çывăх çулсенче çĕнетнĕ клубсен йышне кĕрес тесе ăшталанакан коллективсем пирĕн сахаллăн мар. Указ тухнăранпа республикăра клубсен хисепĕ 796-на çитнĕ, пултарулăх ушкăнĕсен йышĕ 596-ран 625-е çити ỹснĕ, мероприятисен хисепĕ те пĕчĕк мар - 13838-па танлашнă. Юлашки вăхăтра кашни районтах тỹлевлĕ мероприятисем ытларах ирттерме пуçланине те асăнчĕ министр çумĕ. Ним каламалли те çук, тупăш илмелли мĕн пур майсене шыраççĕ культура ĕçченĕсем. Икĕ çул хушшинче республикăри культура учрежденийĕсене тỹлевлĕ мероприятисем йĕркелесе 4,5 миллион тенкĕ хушма укçа пырса кĕнĕ. Уйрăмах ĕçе пĕлсе йĕркеленипе Элĕк, Çĕрпỹ, Вăрнар районĕсенчи клубсем палăраççĕ. Культурăра пуçарулăх кăтартакансем ĕçтешĕсене хăйсен паха опычĕпе паллаштарчĕç. Пирĕн районти культработниксем вĕсен ĕç опычĕпе усă курма тĕллев лартрĕç. Малашне ял çыннисем çĕнĕ конкурс-мероприятисене хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартасса шанас килет. Çĕнĕ йĕркепе культура учрежденийĕсен юридици сăпачĕ пулмалла. Çак ĕç республикăра та, çав шутра пирĕн районта та вĕçленсе пырать. Республикăри халăх пултарулăх çурчĕн ертỹçи В.Бондарев районсенчи культура учрежденийĕсене çитсе курни пирки каласа пачĕ. Лайăххисене ятран каларĕ, Елчĕксем Акатуй уявне çулсерен интереслĕ те кăсăклă ирттернине асăнчĕ, çитменлĕхсем пуррисене тăрăшарах ĕçлемеллине палăртрĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ В.Мидуков çĕнĕлĕхсемпе вăй хуракансене тав турĕ, ырă та çĕнĕ шухăшсене пурнăçа кĕртме майсем шыранине палăртрĕ. Культурăри çĕнетỹ программисене пурнăçа кĕртме вырăнти бюджет пулăшнăран канашлăва район пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç, тунă ĕçсемпе тата малашнехи тĕллевĕсемпе паллаштарчĕç. "Çавра сĕтелти" калаçăвăн иккĕмĕш пайĕнче культура учрежденийĕсенче право йĕркине сыхлас тата обществăлла хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйтусене сỹтсе яврĕç. Канашлăва пĕтĕмлетсе ЧР культура министрĕ Р.Лизакова культура ял сăн-сăпачĕ пулнине, ялта культурăна аталантарма пĕтĕм тытăмпа пĕрле ĕçлемеллине палăртрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика