Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕрпе тухăçлă усă курмалла

16 ноября 2011 г.

Çĕрпе тухăçлă усă курасси республикăра çав-çавах çивĕч тăрать... Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Президенчĕсен хушăвĕсене пурнăçласа Федераллă службăн патшалăх регистрацийĕн, кадастр тата картографин Чăваш Республикинчи управленийĕ (малалла - управлени) усă курман е тĕллевсĕр усă куракан çĕрсене тупса палăртассипе тата вĕсене саккунлă майпа ĕçе кĕртессипе тимлет. Раççей Федерацийĕн Гражданла тата Çĕр кодексĕсемпе килĕшỹллĕн пурăнмалли çурт-йĕр тума уйăрса панă çĕр лаптăкĕпе 3 çул ытла усă курмасан ăна каялла туртса илме те пултараççĕ. Кăçалхи утă-авăн уйăхĕсенче управлени сотрудникĕсем, районсемпе хуласен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе вĕсен çумĕсем Канаш, Етĕрне, Шупашкар районĕсенчи, Канаш, Çĕнĕ Шупашкар тата Етĕрне хулисенче уйрăм çынсене хушма хуçалăха тытса пыма, çурт-йĕр тума, ытти строительство ĕçĕсене пурнăçлама уйăрса панă çĕр лаптăкĕсемпе мĕнле усă курнине тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче 3 çул, унтан та ытларах вăхăт усă курман, тĕллевсĕр усă куракан çĕр лаптăкĕсене тупса палăртнă.Комисси ку тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнма кирлине палăртнă: хула, ял тăрăхĕсен администрацийĕсене çĕр лаптăкĕсен хуçисене çакăн çинчен пĕлтерме, енчен те вĕсем палăртнă вăхăтра çĕр лаптăкĕсене ĕçе кĕртме пуçăнмасан вĕсене каялла туртса илесси çинчен пĕлтерме хушса каланă. Патшалăх çĕр ĕçĕн инспекторĕсем хуласемпе районсенче çĕр лаптăкĕсен хуçисем çĕрпе усă курма ирĕк паракан документсене мĕнле хатĕрленине те тĕрĕсленĕ. Çĕрпе усă куракансенчен хăшĕ-пĕри палăртнă кирлĕ хутсене тивĕçлĕ шайра хатĕрлесе çитерменнине тупса палăртнă: аренда килĕшĕвĕсен вăхăчĕсем тухнă, унăн вăхăтне тăсман, çĕнĕ килĕшỹсем çирĕплетмен. Çĕр саккунĕсене пăхăнман пай çĕрĕсен хуçисене, арендаторсене, çĕрпе усă куракан ытти çынсене административлă майпа явап тыттарнă, 500 тенкĕрен пуçласа 1500 тенкĕ таран штраф панă. Палăртнă вăхăт тĕлне тупса çитменлĕхсене пĕтерме хушса хăварнă. Ун хыççăн вырăнсене тухса тепĕр хутчен тĕрĕслевсем ирттереççĕ. Асăрхаттарнине шута илмен çынсен ĕçĕсем тăрăх тивĕçлĕ мерăсем йышăнма влаçăн муниципаллă органĕсене ярса паратпăр. Шел пулин те, ку тĕлĕшпе ятарласа çирĕплетнĕ комиссисем усăсăр выртакан çĕр лаптăкĕсем çинчен пĕтĕм информацие пĕлсе тăраймасса та пултараççĕ. Çĕр законодательствине пăхăнман çынсене тупса палăртнин тата вĕсене административлă майпа айăпланин тĕслĕхĕсем ыттисене те çакăн çинчен асăрхаттарасса шанатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика