Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Страховани взносĕ хывмаççĕ

16 ноября 2011 г.

Район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Раççей Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ З.Яковлева ял хуçалăх предприятийĕсем, фермер хуçалăхĕсем, предприятисемпе организацисем, ĕç паракансем Пенси фондне страховани взносĕ мĕнле хывса пыни çинчен каласа пачĕ. Районти хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсем, фермер хуçалăхĕсем сезон вăхăтĕнче ĕçлекенсемпе ĕç килĕшĕвĕсем çырмаççĕ, ĕç укçине алăран параççĕ. Çавна май Пенси фондне страховани взносĕсем хывмаççĕ, налук тỹлемеççĕ. Çакă каярахпа ĕçлекен тивĕçлĕ канăва тухсан унăн пенси укçин виçинче палăрать. Район администрацийĕн пуçлăхĕ çак çитменлĕхе пĕтерессишĕн тивĕçлĕ органсен çине тăрса ĕçлемеллине палăртрĕ. Эрне кун Шупашкарта ял хуçалăхĕнче тата продукци ĕçлесе хатĕрлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне паллă тунă. Уява пирĕн район делегацийĕ те хутшăннă. Çакăн çинчен район пуçлăхĕ Р.Молодова каласа пачĕ. Елчĕк районĕ кăнтăр зони тăрăх "2008-2015 çулсенче Чăваш Республикинче агропромышленность комплексне аталантарасси тата ял хуçалăх продукцийĕсене, чĕр таварпа апат-çимĕçе рынокра йĕркелесе тăрасси" республикăри тĕллевлĕ программăн 2011 çулхи мероприятийĕсене ăнăçлă пурнăçланăшăн" номинацире пĕрремĕш вырăн йышăннă, укçан премие тата Диплома тивĕçнĕ. Диплома район администрацийĕн пуçлăхне Н.Миллина панă май Р.Молодова çакăнта унăн тỹпи пысăк пулнине палăртрĕ, ĕçре ăнăçусем сунчĕ. Районти территори суйлав комиссийĕн председателĕ Л.Левый çывхарса килекен суйлавсене хатĕрленсе ирттермелли мероприятисем çинче чарăнса тăчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика