16 ноября 2011 г.
![Елчĕксем яланах малта Елчĕксем яланах малта](../Home/594//foto/den-sh2.gif)
Районти çĕр ĕçченĕсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансен тимлĕ, тăрăшуллă ĕç-хĕлне пула производство кăтартăвĕсем çулран-çул ỹссе пыраççĕ. Иртнĕ эрне кун ял хуçалăхĕнче тата продукци ĕçлесе хатĕрлекен промышленноçра ĕçлекенсен республикăри уявĕнче те çакна палăртса каланă. Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер (хресчен) хуçалăхĕсенчи тĕп ĕçсенчен пĕри - тĕш тырă туса илесси. Çавна май вĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене кăçал та пысăк лаптăкра -15800 гектар çинче акса çитĕнтернĕ. Ăна яланхиллех кĕске вăхăтра, тăкаксăр пухса кĕртнĕ. 1 гектартан тухакан вăтам тухăç, кĕлет виçипе шутласан, 27,8 центнерпа танлашнă. Уйрăм хуçалăхсенчи кăтартусем тата пысăкрах пулнă. Тĕслĕхрен, Курнавăшри Ю.Цветков фермер 1 гектартан 60! центнер тĕш тырă алла илме пултарнă, "Комбайн" хуçалăхра çак кăтарту 51,7 центнерпа, "Сатурн" хуçалăхра 39,8 центнерпа, "Прогресс" хуçалăхра 35,4 центнерпа танлашнă. Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илессипе те Елчĕк районĕ пысăк тỹпе хывать. Кăçалхи çак тапхăрта, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, аш-какай, сĕт туса илесси те ỹснĕ. 10 уйăхра районĕпе пĕр ĕнерен 4483 килограмм сĕт сунă пулсан, "Комбайн", "Прогресс", "Яманчурино", "Сатурн", "Победа", "Эмметево" ял хуçалăх предприятийĕсенче çак кăтарту 5600 килограмран иртнĕ. Çапла майпа Елчĕксем хăйсен умĕнче тăракан тĕллевсене ăнăçлăн пурнăçа кĕртеççĕ. Çакна Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев хăй палăртса каланă. "2008-2015 çулсенче Чăваш Республикинче агропромышленность комплексне аталантарасси тата ял хуçалăх продукцийĕсене, чĕр таварпа апат-çимĕçе рынокра йĕркелесе тăрасси" тĕл-левлĕ программăна пурнăçлассипе пирĕн район кăнтăр зонăри районсем хушшинче пĕрремĕш вырăна тухни, унпа пĕрле диплом тата 70 пин тенкĕ укçан премие тивĕçни те çакнах çирĕплетет мар-и? Уявра Елчĕксен ячĕпе ăшă, ырă сăмахсем нумай пулнă. "Комбайн" ял хуçалăх предприятийĕ, акă, агропромышленность комплексне тухăçлă аталантарнипе кăнтăр зонăри ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче пĕрремĕш, акционерсен хупă "Прогресс" обществи аш-какай туса илессипе чи пысăк кăтартусем тунăшăн пĕрремĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Дипломсемпе пĕрле "Комбайн" ял хуçалăх предприятине 50 пин тенкĕ, "Прогресс" ЗАОна 35 пин тенкĕ преми панă. Уйрăм ĕçченсем те Чăваш Республикин Президенчĕн Тав çырăвне тивĕçлĕ пулнă. Вĕсем: "Яманчурино" ООО механизаторĕ Александр Матвеев, "Эмметево" ООО механизаторĕ Венарий Захаров. Турхан ялĕнчи Петр Прохоров Мускавра "Ылтăн кĕркунне" ятпа иртнĕ конкурса хутшăннă. Николай Бикулов фермер (хресчен) хуçалăхĕ "Чи лайăх çемье ферми" ята тивĕçнĕ. Вĕсене кĕмĕл медальсем тата Дипломсем парса чыс тунă.
Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев, ял хуçалăх министрĕ С.Павлов район пуçлăхне Р.Молодовăна тата район администрацийĕн пуçлăхне Н.Миллина пысăк çитĕнỹ тунă ятпа саламлаççĕ.