16 ноября 2011 г.
Лавккана çỹрекенсем ыйтнипе Патреккелти "Кристалта" суту-илỹ правилисене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Кунта санитарипе эпидемиологи требованийĕсене пурнăçламан тĕслĕхсене нумай тупса палăртнă. Апат-çимĕç продук чĕсене кирлĕ пек упрамаççĕ, морозильникре шăнтнă чăхсемпе пĕрле пельменьсемпе çурма фабрикатсем тултарса хунă. Апат-çимĕç продукчĕсене упрамалли условисене пăхăнмаççĕ: кондитер изделийĕсене ăçта кăларнине, пахалăхне тата çын сывлăхĕшĕн сиенлĕ маррине çирĕплетекен документсăрах сутаççĕ. Лавккара, складра тирпейсĕр, лайăх мар шăршă кĕрет, пỹлĕмсене куллен пуçтармаççĕ, тирпей-илем кĕртнĕ çĕрте дезинфекци хатĕрĕсемпе усă курмаççĕ, чỹречесемпе стенасенче, маччара, çутă приборĕсем çинче шăна йĕррисем паллă, суту-илỹ оборудованийĕсем таса мар. Унсăр пуçне лавккара срокран тухнă таварсем те сутаççĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче "Кристалл" лавккана тытса тăракан уйрăм предприниматель пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманнине те палăртнă. Электропралуксем ура айĕнчех выртаççĕ. Территорине çỹп-çапран тасатман. Маларах асăннă çитменлĕхсем çын сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх Патреккелти уйрăм предпринимательсен ячĕпе административлă йĕркене пăснăшăн ĕç пуçарнă, айăплисене штрафсем тỹлеттернĕ. Асăннă çитменлĕхсене пĕтернĕ.