16 ноября 2011 г.
Сиенлĕ йăларан хăтăлмалли мелсем сахал мар. Хальхинче ансаттисемпе паллаштарасшăн. Чылай арçынран пирусран уйрăлас шухăш пуррине илтме пулать. "Пăрахас тенĕ вăхăтрах каллех сигарет ярса тытатăп. Мĕнле хăтăлмалла-ши? Пулăшсамăр", - тет пĕр пĕлĕшĕм. Кирек камăн та чи малтанах кăмăл çирĕплĕхне пиçĕхтермелле, туртма пăрахма пĕлтерĕшлĕ сăлтав тупмалла. Килте пирус çинчен аса илтерекен е унпа çыхăннă япаласене пуçтарса хумалла. Пирус туртассине куллен майĕпен чакарса пымалла. Эрех-сăра, кофе, тĕтĕмленĕ, тăварланă апат сахалтарах ĕçмелле тата çимелле. Темиçе кун пирус туртман çын тарăхма, пăшăрханма пуçлать, нерв тытăмĕ хавшать. Кун пек чухне сиплĕ шĕвек ĕçмелле. Ăна çапла хатĕрлемелле. Каçхине 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ сĕлĕ кĕрпине 2 стакан вĕренĕ ăшă шывпа хутăштармалла, çĕр каçармалла, ирхине 5-10 минут вĕретмелле те чей вырăнне ĕçмелле. Сиенлĕ йăларан сивĕнмешкĕн кавăн тĕшши витĕмлĕ: пирус туртас туйăм вăйлансан вăл алă айĕнче пултăр. Консервланă ананас нумай çини те пирус хыпас шухăша сирме пулăшать. Витĕмлĕ тепĕр меслет: 200 миллилитр шывра 1 апат кашăкĕ апат соди ирĕлтермелле, çăвара çак шĕвекпе куллен чỹхемелле. Пирус туртма пăрахас тесен типĕтнĕ ананас татăкне пылпа çимелле. Ан пăшăрханăр: кирек мĕнле меслете суйласа илсен те усси пулатех. Паянах сигарета çăвара ан хыпăр. Никотин - наркăмăш. Вăл çамрăклах "автансăр яла" сĕтĕрет.