Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пархатарлă ĕçсем ытларах тăвасчĕ

16 ноября 2011 г.

 Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕсемпе ялти культура ĕçченĕсем йывăç лартмалли уйăхлăха хутшăнса Кĕçĕн Патреккел ялĕнчи çĕр айĕнчен тапса тухакан çăл куç таврашĕнчи лаптăка юпа уйăхĕнче йывăçсем лартрĕç. Çăл куçа çак ялта пурăнакан Валерий Петров предприниматель тăрăшнипе тасаттарнă, унта бетон çаврашка вырнаçтарнă, виткĕçпе хупланă. Çăл куçри шыв икĕ еннелле юхса выртать: шыва кĕмелли бассейна тата шыв ăсмалли вырăна. В.Петров ăна пачăшкă илсе килсех светит тутарнă, халь вăл таса çăл куç та. Ун таврашĕ питĕ илемлĕ вырăн, лартнă йывăçсем ỹссе кайсан татах та илемлĕрех пулĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕсемпе культура ĕçченĕсем унта тепĕр çул та çĕнĕ хунавсем тата лартма палăртнă. Малашне кунта кану паркĕ йĕркелесе ярасшăн. Çак ĕçе шкул ачисене те явăçтарасшăн. Ку вырăна выльăх-чĕрлĕх те пырса çỹремест, лартнă йывăçсем лайăх ỹссе çитĕнесси шанчăклă. Таяпа Энтринчи Геннадий Журавлев пенсионерпа Владимир Ларионов та тăван тавралăха юратакан çынсем. Вĕсем юпа уйăхĕнче масар патне каякан çул хĕрринчи вар тăрăх 45 тĕп хырпа чăрăш, вĕсен хушшине чие, хăмла çырли, торн, хурлăхан тĕмĕсем лартса тухрĕç. Çак сăваплă ĕçе вĕсем хăйсем тĕллĕнех пурнăçланă. Анчах пĕр тĕп лапсăркка ларакан хыр йывăççине пĕр путсĕр çын кăларса кайнине курсан питĕ тарăхрĕç. Г.Журавлев - ырă çын. Ырă çыннăн ĕçĕсем те ырă. Хăй районти строительство организацийĕнче ĕçленĕ вăхăтра çырма урлă çуран каçса çỹремелли тимĕр кĕпер тутарчĕ. Халĕ те ăна хăех пăхса тăрать. Ватăсене анса çỹреме çăмăл пултăр тесе кĕперĕн икĕ пуçĕнче те йывăç хăмасенчен картлашкасем турĕ, карлăк çапса хучĕ. Хĕлле картлашкасене юртан тасатса, кĕл сапса тăрать. Çуркунне урама тирпей-илем кĕртме пенсионерсене чĕнет. Çуллахи вăхăтра хăйсен умĕнчи çырма хĕрринчи лаптăкра ỹссе каякан çум курăксене çулать. Усă курман лаптăка тислĕк тăкма та чарчĕ. Ялта çакăн пек пархатарлă ĕçсем тăвакан çынсем пурри ыттисене те хавхалантарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика