Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чирлисене çĕнĕрен йышăнма пуçларĕç

12 ноября 2011 г.

Тĕп юсав хыççăн виçĕм кун районти больницăри хирургипе гинекологи уйрăмĕсем чирлисене йышăнма пуçларĕç. Ăна уçнă çĕре ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин представителĕ И.Семенова, район пуçлăхĕ Р.Молодова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, "Була" стороительство организацийĕн ертỹçи М.Киргизов, районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Н.Уркова тата медработниксем, пациентсем хутшăнчĕç. Утă уйăхĕнче М.Киргизов ертсе пыракан "Була" строительство фирми уйрăма юсама пуçларĕ. 32 çул каялла хута кайнă уйрăма вунă çул каялла тĕпрен юсаса çĕнетнĕччĕ. Пурнăç улшăнса пынă май Сан ПиНăн çĕнĕ йĕркисем ĕçе кĕчĕç, унти требованисем тăрăх шурă халатлă ĕçченсене тухăçлă ĕçлеме, чирлисене сывалма мĕн пур майсем пулмалла. Паян хирурги уйрăмĕнчи кабинетсем хăтлă та çутă, ăшă: канализацие улăштарнă, хутса ăшăтмалли çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Алăксене, электрооборудование улăштарнă. Операци залĕ те пысăкланнă. Кунта çĕнĕ светильниксем лартнă. Вăрçă ветеранĕсен палатинче вара тата хăтлăрах: туалет та юнашарах, душ кабини те пур. Калас пулать, уйрăмра медперсоналпа чирлисене усă курма ултă душ кабини вырнаçтарнă. Врачсене тивĕçлипе ĕçлеме, чирлисене сипленме мĕн пур услови çителĕклĕ. Хирурги уйрăмĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсене район çыннисем лайăх пĕлеççĕ. Н.Патшин заведующипе В.Петров хирург, аслă категориллĕ 5, пĕрремĕш категориллĕ 6 медсестра чирлисене ура çине тăратас тесе хăйсенчен килнине пĕтĕмпех пурнăçлаççĕ. Районти хĕрарăмсем, пулас амăшĕсем А.Пупина акушер-гинеколог, унта вăй хуракан медперсонал ĕçĕпе кăмăллă пулнине пĕлтереççĕ. Пĕтĕмпе уйрăмра 30 койка вырăн. Вăл шутран 18-шĕ - хирургин, 12-шĕ гинекологин. Йывăр чирлисем талăкĕпех выртаççĕ, çăмăлтараххисем кăнтăрла сиплев илсе каçхине киле кайма пултараççĕ. Уйрăма юсама район бюджечĕ 6,5 миллион укçа-тенкĕ расхутланă. Сывлăх сыхлавне модернизацилемелли программăпа килĕшỹллĕн юсаса çĕнетнĕ хирурги уйрăмĕнче малашне пысăк шайри операцисем ирттерме, пахалăхлă сиплев илме пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика