Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хурланисĕр пуçне мĕн тунă?

12 ноября 2011 г.

 "Прогресс" акционерсен хупă обществин 1-мĕш комплекслă бригадине чылай çул ертсе пыма тỹр килчĕ. Хуçалăх иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенчен пуçласа темиçе яла пĕрлештернĕренпе аталану çулĕпе ăнăçлă утать. Пасар вăхăтĕнче те вăл çĕр ĕç культурисене, выльăх-чĕрлĕх продукцисене туса илессине чакармарĕ, уй-хирте те хыт хура ỹстермерĕ. Пĕлтĕрпе кăçал та акă акционерсен обществи выльăх-чĕрлĕх фермисене юсаса çĕнетме миллионшар тенкĕ тупрĕ, çĕнĕ техникăпа пуянланчĕ. Çакăнта хуçалăхăн унчченхи ертỹçисен А.Ивановăн, Н.Миллинăн тата паян хуçалăха ертсе пыракан П.Скворцовăн тỹписем пысăк. Çавăн пекех "Комбайн", "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕсем, "Яманчурино", "Победа", "АСК-Яльчики" тулли мар яваплă пĕрлешỹсем, Ф.Шадриков, Ю.Цветков, Н.Гладков хресчен (фермер) хуçалăхĕсем тата ытти ял хуçалăх предприятийĕсем бизнес-проектсем ха-тĕрлесе патшалăхран пысăк пулăшу илме пултарчĕç. Пирĕн тăрăхра акăнман çĕр лаптăкĕ кураймăн. Хуçалăхсем ура çинче çирĕп тăнине пĕлтĕрхи ял хуçалăх çулталăкĕн итогĕсем - районти 11 (!) хуçалăх республикăри "Чи лайăх 100 хуçалăх" йышне кĕни те лайăх çирĕплетет. Чăнах та, ытти нумай çĕрти пекех вăй питти арçынсем Мускава, ытти регионсене ĕçлеме тухса каяççĕ. Паллах, пысăк укçа илĕртет. Ман шутпа, хамăр тăрăхрах çителĕклĕ таран укçа-тенкĕ ĕçлесе илме май пур. Хăйсен бизнесне йĕркелесе яракан предпринимательсене пулăшасси çине патшалăх пысăк тимлĕх уйăрнине, 58800 тенкĕ парса пулăшнине палăртмалла. Вĕсем вĕренсе пырса хăйсен хушма хуçалăхне аталантарма, тĕрлĕ ĕç йĕркелесе яма пултараççĕ. Суйлав тапхăрĕнче çĕр-шыв, республика, район пуçлăхĕсем таранах хурласси йăлана кĕчĕ тейĕн. Пурне те пĕр çавапа çулмалла мар пулĕ. Ыррине çеç, çăтмах пурнăçа шантаракансем ыттисен ĕçне тиркесе, тунă пысăк çитĕнỹсене "курманнисĕр" пуçне тăван тăрăха аталантарас, ĕçлес кăмăллă çынсене малаллах хавхалантарас енĕпе мĕн тунă?

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика