09 ноября 2011 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ ял хуçалăх предприятийĕсем, уйрăм çынсем 2011 çулхи вырмара ăмăртса ĕçленине пĕтĕмлетнĕ. 1. Ял хуçалăх культурине туса илессишĕн сарăлнă ăмăртура "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕ çĕнтернĕ. Ăна куçса çỹрекен ялав, диплом парас. Ял хуçалăх предприятийĕнче усă куракан 1 гектар çĕр пуçне чи нумай апат единици ял хуçалăх культурисем туса илнĕ. 2. Малта пыракан уйрăм ĕçченсене район администрацийĕн Хисеп грамотине парса чыс тунă: Геннадий Семенович ВИКЕНТЬЕВА, "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕн комбайнерне. Вăл "Вектор" комбайнпа 16500 центнер тырă çапса тĕшĕленĕ, 2011 çулхи "Вырма чемпионĕ" ята тивĕçнĕ; Алексей Васильевич НИКОЛАЕВА, "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕн водительне. Вăл ГАЗ-53 автомашинăпа 15926 центнер тĕш тырă турттарнă. Венарий Константинович ЗАХАРОВА, "Эмметево" сахал яваплă юлташлăхри механизатора. Вăл МТЗ-1221 тракторпа 843 гектар çинче кĕрхи çĕртме сухи тунă. 3. Ял хуçалăх производствинче тухăçлă ĕçленĕшĕн район администрацийĕн Хисеп грамотине парса чыс тунă: Андрей Владимирович ВОРОБЬЕВА, "Весна" хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи механизатора; Николай Владимирович КОЗЛОВА, "Труд" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи водителе.