Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ят-сума тивĕçнĕ

09 ноября 2011 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ ял хуçалăх предприятийĕсем, фермăсен коллективĕсем, уйрăм выльăх-чĕрлĕх пăхакансем кăçалхи 9 уйăхра ăмăртса ĕçленине пĕтĕмлетнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинчи ĕçлĕ ăмăртура "Прогресс" акционерсен хупă обществи çĕнтернĕ, куçса çỹрекен ялавпа пĕрле диплом илме тивĕç пулнă. Кунта, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, аш-какай туса илессине 5 процент, сĕт туса илессине 2 процент ỹстернĕ. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 125 центнер аш-какай, 540 центнер сĕт туса илнĕ. Çак тапхăрта кунта кашни ĕнерен 4743 килограмм сĕт сунă, мăйракаллă çамрăк выльăхсене пĕр талăкра 814 грамм, сыснасене 566 грамм ỹт хуштарнă. 2. "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативăн Кавалти ĕне фермин коллективне диплом панă. Кунта 9 уйăхра кашни ĕнерен 5232 килограмм сĕт сунă. 3. "Прогресс" акционерсен хупă обществин Патреккелти сысна фермин коллективне диплом панă. Кунта çак тапхăрта самăртма хупнă ушкăнри сыснасем пĕр талăкра 566 грамм ỹт хушнă, кашни тĕп амаран 16 çура илнĕ. 4. Уйрăм выльăх-чĕрлĕх пăхакансем хушшинчи ĕçлĕ ăмăртура çĕнтернĕ ĕçченсене Хисеп грамотисем панă: "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативри Ольга Георгиевна КРЫСОВА ĕне сăвакан оператора. Вăл 9 уйăхра кашни ĕнерен 5378 килограмм сĕт сунă. "Прогресс" акционерсен хупă обществинчи Валентина Петровна САЛМИНА пăру пăхакан оператора. Вăл пăхакан пăрусем пĕр талăкра 882 грамм ỹт хушнă. "Прогресс" акционерсен хупă обществинчи Владимир Николаевич ДОБРОХОТОВ мăйракаллă шултăра выльăх самăртакан оператора. Вăл пăхакан мăйракаллă шултăра выльăхсем пĕр талăкра 820 грамм ỹт хушнă. "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативри Алевтина Ивановна МЯСНИКОВА сысна самăртакан оператора. Вăл пăхакан ушкăнри сыснасем пĕр талăкра 760 грамм ỹт хушнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика