09 ноября 2011 г.
![Чуна çывăх ĕç хавхалантарать Чуна çывăх ĕç хавхалантарать](../Home/594//foto/petrow.gif)
2000-мĕш çулсенче пысăках мар ялти - Анатри Тимешри "Луч" пĕрлешỹллĕ хуçалăх саланса кайсан ялти пултаруллă çамрăксем - Олег Гавриловпа Александр Соловьев, Александровсем - Олег тата Алексей, Сергей Петров пĕрин хыççăн тепри хăйсен фермер хуçалăхĕсене йĕркелесе янă. Кĕр мăнтăрĕпе Сергей Петров фермер патĕнче пулса курма тỹр килчĕ. Унăн ĕçĕпе паллашнă, шухăшĕсемпе ĕмĕт-тĕллевĕсем çинчен пĕлнĕ хыççăн вăл чăннипех çĕр ывăлĕ пулнине ăнланса илетĕн. Йышлă çемьере ỹссе çитĕннĕ Сергей ачаш ача пулман. Шкулта вĕреннĕ чухнех пĕрлешỹллĕ хуçалăхра механизаторта ĕçлекен ашшĕпе, Сафрон Петровичпа пĕрле, "хурçă ут" çỹретнĕ. Афганистанра, сывлăш çар десантĕнче службăра пулни ăна чăтăмлă, çирĕп пулма хăнăхтарнă. Салтакран таврăннă çамрăк чăн-чăн арçын пек çирĕп тĕллев тытнă: çурт лартмалла, çемье çавăрмалла, чун ыйтнă ĕçре пикенсе вăй хумалла. Мĕн ĕмĕтленни вара пĕтĕмпех пурнăçа кĕнĕ: авланса çемье çавăрнă, тĕп килтен уйрăлса тухса кермен пек çурт-йĕр, хуралтăсем хăпартнă, юратнă мăшăрĕпе, Полинăпа, икĕ ывăл çитĕнтереççĕ, хăйсем пуçĕпех çĕр ĕçне кỹлĕннĕ. Сергей Петров ĕçлеме пултаракан, сăмаха çилпе вĕçтермен çын пулнине пурте пĕлеççĕ. Çавна май вырăнти ял тăрăхĕн администрацийĕ те фермерăн ыйтăвне, нумай шутласа тăмасăрах, тивĕçтернĕ - ял тăрăхĕн администрацийĕн шутĕнче тăракан 10 гектар çĕре вăхăтлăх усă курма уйăрса панă. Халĕ унпа фермер чăннипех тухăçлă усă курать. Вăл унта тĕш тырă та туса илет, курăк та акса çитĕнтерет, çĕр улми те лартать, пахча çимĕç валли те вырăн уйăрнă. Апла пулин те, унăн тĕп ĕçĕ - çĕр улми туса илесси. Ăна алла илессинчи вăрттăнлăхсене лайăх пĕлнине кура иртнĕ çулхи шăрăх çанталăк условийĕнче те унăн уйĕнчи "иккĕмĕш çăкăр" тухăçлă çитĕннĕ. Çавна май ăна сутнинчен тупăшĕ те сахалах пулман. Кăçал вара çĕр улмине 5 гектар çинче çитĕнтернĕ, сорчĕсем те тĕрлĕрен пулнă - Ромоно, Роко, Удача. Уйри тухăçлă çитĕннĕ пуянлăха çанталăк условийĕсене пăхмасăр кĕске вăхăтра пухса кĕртме пултарнă. Фермера пулăшма ял çыннисем анчах мар, кỹршĕллĕ Тăрăмра пурăнакансем те хастар хутшăннă. Кашни кунхи ĕçшĕн тивĕçлипе тỹленине пĕлсе тăнă çĕрте вăй-халлă çынсен пушă вăхăтра мĕншĕн килте алă усса ларас? Пахалăхлă продуктсене - çĕр улмине, кишĕрпе столовăй чĕкĕнтĕрне ăçта вырнаçтарасси пирки шутласа пуçне ыраттармасть фермер, ку тĕлĕшпе вăл çыхăнусене малтанах йĕркеленĕ. Кашни ĕçе вĕçе-вĕçĕн, кирлĕ пек йĕркелесе пыма Сергей Петровăн техника та çителĕклех. Т-40 тата МТЗ-82 йышши 2 трактор, сажалка, культиваторсем, груз турттармалли 2 автомашина пур. Хальхи хаксемпе шутласан, йỹнĕ мар çакăн чухлĕ техникăна пĕр харăс туянма çăмăлах пулманнине пурте ăнланатпăр. Тепĕр тесен, ку е вăл япалана кредитпа та туянма пулать. Пĕр йышши техникăна туяннă чухне Сергей те патшалăхран паракан çăмăллăхлă кредитпа усă курнă. Пĕр шутласан, тăрăшуллă çынсен ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме май паракан мелсем юлашки çулсенче нумайлансах пыраççĕ. Çамрăксен хăрамасăр ĕçе пикенмелле анчах. Республикăн тĕллевлĕ программипе килĕшỹллĕн çынсене хăйсен ĕçне йĕркелесе яма хавхалантарас тĕллевпе каялла тавăрса памалла мар укçа- тенкĕ уйăрса пани те курăмлă пулăшу. Сергей Петровăн мăшăрĕ, Полина та патшалăх пулăшăвĕпе усă курса уйрăм предприниматель ĕçне йĕркелесе ярасшăн. Вăл килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме палăртать. Петровсем,чăннипех, ĕçчен çемье. Ывăлĕсем те ашшĕ-амăшĕн тĕслĕхĕпе çитĕнеççĕ. Асли, тăххăрмĕш класра вĕренекен Юрий, темиçе çултанпа ĕнтĕ ашшĕпе юнашар вăй хурать, кирлĕ пулсан, кирек хăш техникăна та ĕçлеттерме пултарать. Миша та маттур.
Сăн ỹкерчĕкре: Петровсем - Полина тата Сергей.