09 ноября 2011 г.
"Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕ районти чи вăйлă аталаннă хуçалăхсенчен пĕри. Ăна Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Гурий Иванович Федоров ертсе пырать. Ял хуçалăхĕнче тата продукцие ĕçлесе хатĕрлекен промышленноçра ĕçлекенсен районти уявĕ умĕн эпир унран черетлĕ ĕç çи пирки каласа кăтартма ыйтрăмăр: "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕ районти чи вăйлă аталаннă хуçалăхсенчен пĕри. Ăна Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Гурий Иванович Федоров ертсе пырать. Ял хуçалăхĕнче тата продукцие ĕçлесе хатĕрлекен промышленноçра ĕçлекенсен районти уявĕ умĕн эпир унран черетлĕ ĕç çи пирки каласа кăтартма ыйтрăмăр: - Çăкăртан асли çук. Çавăнпа ĕнтĕ тыр-пул туса илесси яланхи, çав вăхăтрах чи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Иртнĕ çулхи шăрăх çанталăкрипе танлаштарсан, кĕр чăннипех мăнтăр килчĕ. Тĕш тырă культурисенчен пысăк тухăç алла илтĕмĕр - пĕтĕмпе 32000 центнер, кашни гектар пуçне шутласан, 45 центнер. Ăна кĕске вăхăтра, пĕр тăкаксăр пухса кĕртме те пултартăмăр. Владимир Анисимовпа Вячеслав Капламов, Валерий Андреевпа Юрий Еремеев комбайнерсем хăйсен пулăшаканĕсемпе пĕрле çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене юлашки гектарсем çинче çапса тĕшĕлерĕç. Алексей Васильевпа Николай Алексеевич Головин,Федор Теллин водительсем тырра комбайнсем патĕнчен турттарассине чăрмавсăр йĕркелесе пычĕç. Выльăх апачлĕх культурăсем те ăнса çитĕнчĕç. Çавна май фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма çирĕп апат никĕсĕ хывса хăвартăмăр. Пахалăхлă утă-сенаж ĕне выльăхсене хĕл каçипе умран юличчен çитернинчен те ытлашшипех тăрса юлмалла. Çитес çулхи тыр-пул никĕсне те хывса хăварнă - агротехника йĕркипе килĕшỹллĕн кĕрхи çĕртме сухи ĕçĕсене пĕтĕм лаптăкра пурнăçланă. 2012 çул валли кĕрхи культурăсене чи лайăх вăрлăхсемпе усă курса 350 гектар акса хăварнă. Палăртнă тĕллевсене çулсерен ăнăçлă пурнăçласа пынин тĕп вăрттăнлăхĕ, ман шутпа, ĕçе малтанхи çулсенчи тĕслĕхе тĕпе хурса йĕркелесе пыма пĕлнинче. Рынок тапхăрĕнчи хаксем ирĕклĕ, çавна май тепĕр чухне лару-тăрăва ăнланса илме, тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹсем тума та çăмăлах мар. Ял хуçалăх продукчĕсене туса илнĕ тата сутнă чухне çакă уйрăмах паллă. Çакăн йышши тĕслĕх хамăр куç умĕнче: иртнĕ çулхи шăрăх çанталăка пула тухăç малтан кĕтнинчен палăрмаллах сахал пулчĕ. Çавна май фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма тырă çитменнин пайне туянма та тиврĕ. Ун чухне 1 килограмм çăнăх хакĕ те 9-10 тенке çитрĕ. Кăçал, пирĕн пỹлмесем лăк тулли чухне, апат-çимĕçлĕх пахалăхлă тулă хакĕ те 4 тенкĕрен иртмест. Ку чухне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене туса илнин тăкакĕсене мĕнле саплаштарасси пирки пуç ватмалăх пур. Паллах, тырра хăй хаклăхĕнчен йỹнĕрех сутмастпăр. Чи малтан, выльăх-чĕрлĕхрен кирлĕ таран продукци туса илес тĕллевпе, ăна кулленхи рационра туллин çирĕплетме палăртатпăр. Рынокри тĕп тĕллев - тупăшлă ĕçлесси. Ял хуçалăх производствинче кулленхи ĕçе ăнтарса пырасси вара çăмăл мар. Тырă хакĕ тивĕçтерменни пирки маларах каларăмăр. Вăл анчах мар, сĕте те йỹнĕпех сутма тивет. Хальхи вăхăтра вăл 13-14 тенкĕ анчах пулмалла-и? Апла пулин те выльăх-чĕрлĕх фермисенче вăй хуракансем Елена Юрьевна Григорьева, Елена Николаевна Григорьева, Валентина Изратова, Светлана Федорова, Валентина Григорьева, Любовь Изратова, Вера Соловьева дояркăсем, Алевтина Носова, Раиса Степанова, Нина Еремеева, Людмила Васильева пăру пăхакансем, Алена Гаврилова, Татьяна Панкратова, Геннадий Катмаков, Валентина Еремеева сысна пăхакансем хăйсене шанса панă ĕç вырăнĕсенче яваплăха туйса тимлеççĕ. Ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕм-летнĕ хыççăн правлени кооператив членĕсене лайăх ĕçленĕшĕн тĕрлĕ енлĕн хавхалантарасси иртнĕ çулсенченех çирĕп йĕркене кĕнĕ. Ял хуçалăх çулталăкĕ вĕçлениччен вăхăт пур-ха, çавна май татăклă пĕтĕмлетỹсем тумастпăр. Апла пулин те ăна япăх мар кăтартусемпе вĕçлессе пĕлсе тăратпăр, тупăш пайĕ те иртнĕ çулхинчен кая мар пулмалла. Уй-хирти ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассишĕн пĕтĕм вăя хурса ĕçлеме кирлине ăнланатпăр. Малти пулма çăмăл мар. Тĕш тырă культурисен вăрлăхĕсене туса илессипе тата ăратлă выльăхсем ĕрчетессипе ятарласа ĕçлекен хуçалăхсен шутĕнче пулни те тата яваплăрах пулма хистет. Уяв кунĕнче уй-хирте тата выльăх-чĕрлĕх фермисенче ĕçлекенсемпе пĕрле ял хуçалăх предприятийĕнчи специалистсене те вĕсен пархатарлă ĕçĕшĕн тав тăватăп. Николай Соловьев ертсе пыракан инженери служби техникăна кăлтăксăр, тухăçлă ĕçлеттерме пултарнине кура уй-хирти ĕçсене кашни çул чи кĕске вăхăтра пурнăçласа хăварма пултаратпăр. Петр Анисимов тĕп агроном бригадирсемпе тачă çыхăнса ĕçленине пула хуçалăх уй-хирĕсенче çакăнпа тухăçлă тыр- пул çитĕнет. Александр Романов тĕп зоотехник фермăсен заведующийĕсемпе тата ветеринарсемпе пĕрле ума илнĕ тĕллевсене пурнăçлассишĕн пысăк тỹпе хывать. Антонина Соловьева тĕп бухгалтер тата ытти шут ĕçченĕсем учет ĕçне кирлĕ пек йĕркелесе пыни кулленхи ĕçе ăнăçлă йĕркелесе пыма май парать.