Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суйлава лайăх хатĕрленсе ирттерер

09 ноября 2011 г.

Виçĕм кун район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Унта эрне итогĕсене пăхса тухнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Л.Павлова "Елчĕк районĕнчи ялсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртмелли правилăсем" правăпа норматив актне мĕнле пурнăçласа пыни çинчен каласа пачĕ, правăпа норматив акчĕн требованийĕсемпе паллаштарчĕ. Елчĕк районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ М.Васильева центрăн 10 уйăхри ĕç итогĕсем çинчен каласа пачĕ. Чỹк уйăхĕн 9-мĕшĕнче районта ял хуçалăхĕнче тата продукци ĕçлесе хатĕрлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне паллă тăваççĕ. Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов уяв программипе паллаштарчĕ. Комсомольски урамĕнчи почтамт умĕнче ял хуçалăх продукчĕсене сутас тĕлĕшпе ярмăркка ирттереççĕ. Уяв мероприятийĕсем Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче пулаççĕ, фойере ял хуçалăх предприятийĕсем хăйсем туса илнĕ ял хуçалăх продукчĕсен выставкине йĕркелеççĕ. Уявра ял хуçалăх çулĕн 10 уйăхри итогĕсене пĕтĕмлетеççĕ, малта пыракансене чыслаççĕ. Раштавăн 4-мĕшĕнче - Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тата Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине депутатсем суйламалли кун. Районти территори суйлав комиссийĕн председателĕ Л.Левый суйлав йĕрки çинчен ăнлантарса пачĕ, ку енĕпе туса ирттермелли ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сỹтсе явнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика