Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăç ларт, ăна сыхла

03 ноября 2011 г.

 Тунти кун район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Канашлура ял урамĕсене çĕрлехи вăхăтра çутатса тăрас ыйтăва çивĕч сỹтсе яврĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый çĕрлехи вăхăтра урамсене çутатса тăнине тĕрĕсленин итогĕсемпе паллаштарчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх ял тăрăхĕсен ертỹçисем ялсен урамĕсене çутатса тăрассине начар йĕркеленĕ. Уйрăмах Лаш Таяпа, Курнавăш ял тăрăхĕсенче лару-тăру япăх. Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕсенче ку енĕпе ĕç-пуç лайăхрах пек. Анчах вĕсенче те çутă çителĕксĕр. Кашни ялтах суту-илỹ точкисем, обществăлла çуртсем, ял хуçалăх производство кооперативĕсен правленийĕсем, бригадăсен çурчĕсем, машинăпа трактор паркĕсем, выльăх-чĕрлĕх витисем пур. "Прогресс" АХО, "Комбайн" ЯХПК машинăпа трактор паркĕсене, выльăх-чĕрлĕх витисен, кĕлетсен территорийĕсене лайăх çутатса тăраççĕ пулсан, ытти хуçалăхсен территорийĕсенче сĕм тĕттĕм е пĕр-икĕ лампочка анчах çунать. Кукăр алăллă çынсене чăннипех вăрлама ирĕк! Район территорийĕнче уйрăм предпринимательсем 127 суту-илỹ точки тытса тăраççĕ. Вĕсем те пурте лавккасене çутатмаççĕ иккен. Лайăх тĕслĕх вырăнне Курнавăшри "Жасмин", Аслă Пăла Тимешри "Татьяна" магазинсене илсе кăтартма пулать. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Л.Павлова кĕркуннехи йывăç лартмалли, тавралăха тирпей-илем кĕртмелли уйăхлăх итогĕсемпе паллаштарчĕ. Çак вăхăтра 8 пин ытла йывăç тĕмĕсем лартнă, ирĕк памасăр уçнă 36 свалка вырăнĕсене пĕтернĕ. Йывăçсем лартассипе Аслă Пăла Тимеш, Çирĕклĕ Шăхаль, Елчĕк ял тăрăхĕсенче пурăнакансем лайăх ĕçленĕ. Районти санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ çинчен Роспотребнадзорăн Патăрьелĕнчи территори управленийĕн тĕп эксперт специалисчĕ С.Петрянкина каласа пачĕ. Çулталăк пуçланнăранпа инфекци чирĕпе чирленĕ 594 тĕслĕхе регистрациленĕ. ОРВИ тата грипп чирĕсемпе, туберкулезпа чирлесси ỹснĕ. 9 уйăхра йытăсемпе кушаксем çыртнă 39 тĕслĕхе тупса палăртнă. Грипп чирĕнчен сыхланса 3620 çынна прививка тунă. Ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ П.Тремасов хуçалăхсенчи кĕрхи ĕçсемпе паллаштарчĕ. РФ Шалти ĕçсен министерствин "Комсомольский" уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕн начальникĕ В.Волков районти оперативлă лару-тăру çинче чарăнса тăчĕ. Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сỹтсе явнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика