03 ноября 2011 г.
"Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче куллен кашни ĕнерен 16,7 килограмм, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 1,8 килограмм ытларах сĕт сăваççĕ. Çакă хальхи вăхăтри районти чи пысăк кăтарту. Алексей Носов ертсе пыракан Кавалти ĕне фермин коллективĕ çулталăка та пысăк кăтартусемпе вĕçлесси паллă. Отчетлă тапхăрти 10 уйăхра кунта пĕтĕмпе 17119 центнер (иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 2 процент ытларах) сĕт туса илнĕ, кашни ĕнерен 5706 килограмм сĕт сунă. Елена Юрьевна Григорьева, Елена Николаевна Григорьева, Валентина Изратова, Светлана Федорова, Валентина Григорьева, Любовь Изратова тата Вера Соловьева ĕне сăвакан операторсем палăртнă тĕллевсене пурнăçлассишĕн хăйсене шанса панă ĕç вырăнĕсенче пысăк тимлĕхпе вăй хунипе пулнă çак кăтартусем. Тивĕçлĕ шайри продукци туса илнин тепĕр вăрттăнлăхĕ - сăвакан ĕнесене тулăх рационпа тăрантарнинче.