03 ноября 2011 г.
![Ал ĕç ăсти вĕренекенсемпе тĕл пулчĕ Ал ĕç ăсти вĕренекенсемпе тĕл пулчĕ](../Home/594//foto/zowas.gif)
Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче районта республикăри халăх художество промыслисен маçтăрĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Чăваш Енри халăх маçтăрĕсен пĕрлĕхĕн председателĕ З.И.Воронова пулчĕ. Зинаида Ивановна çитĕнекен ăрăва халăхăмăрăн культурипе, йăли-йĕркипе тата вăл тăхăнакан наци тумĕсемпе паллаштарас тĕллевпе Ел-чĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта пулчĕ, тĕрлĕ ỹсĕмри шкул ачисен умĕнче "Ĕмĕрсен янăравлă пуянлăхĕ" ятпа мастер-класс ирттерчĕ. Чи малтанах пикесемпе каччăсене Раççейĕн тĕрлĕ облаçĕнче тымар янă чăвашсен наци тумĕсене тăхăнтартрĕ вăл. Вĕсене сцена çине пĕрерĕн-пĕрерĕн йыхравланă май чăваш тумне тĕплĕн тишкерчĕ маçтăр, тумсен пайĕсен ячĕсене тĕрĕс калама ыйтса ачасене çине-çинех ыйтусем пачĕ. Мастер-класс пулăшнипе вĕренекенсем чăваш тумĕсемпе çеç мар, халăхăмăрăн йăли-йĕркипе те тĕплĕн паллашма пултарчĕç, "Тăван тавралăх культури" предметне тарăннăн вĕренни халăх кун-çулĕ пирки тĕплĕн пĕлме май панине тепĕр хут туйса илчĕç. Сăмах май, Зинаида Ивановна пирĕн ентеш. Вăл Елчĕкре çуралса ỹснĕ, çак шкултах вĕреннĕ. Паянхи кун Шурпашкарта ĕçлесе пурăнать. Театрсен тата эстрада çăлтăрĕсен артис-чĕсем тăхăнакан чылай наци тумĕн авторĕ пирĕн ентеш пулнине те палăртма кăмăллă. Чăваш Ене килекен хăнасене уяв вăхăтĕнче тăхăнтартакан наци тумĕн авторĕ те вăлах. З.Вороновăпа пĕрле Елчĕкре СССР халăх артистки Вера Кузьмина, "Кĕмĕл сасă" конкурс лауреачĕ Клара Осокина композитор, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Надежда Кириллова пулчĕç, куракансене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Вера Кузьминична П.Хусанкай поэтăмăрăн "Тилли юррисем" сăввине чуна витермелле каласа парса вĕренекенсен чунĕсене тыткăнлама пултарчĕ. Кунтах чăвашсен илемлĕх хатĕрĕсене тата тумĕсене сăнарлакан пуканесен, кĕнекесен, алă ĕçĕсен куравĕ ĕçлерĕ. Çакăн евĕр мероприятисем ачасен тавра курăмне ỹстереççĕ, халăх йăли-йĕркипе витĕмлĕн паллаштараççĕ, тăван халăхăмăршăн мăнаçланма тата йăла-йĕркемĕре упрама пулăшаççĕ. Хăнасем хăйсене ăшшăн кĕтсе илсе ăсатса янă Елчĕк шкулĕн вĕрентекенĕсене, Л.Васильева директора тата вĕренекенсене пысăк тав сăмахĕ каларĕç.
Сăн ỹкерчĕкре: З.Воронова чăваш тумĕсемпе паллаштарать; ал ĕç ăсти пуканесене те чĕрĕлĕх кĕртет.