03 ноября 2011 г.
Çак уйăхра Чăваш Республикинчен кайнă пултарулăх ушкăнĕ Белорусси çĕрĕ çинче ĕçлесе пурăнакан хастар чăвашсене "Кĕр сăрине" пуçтарчĕ. Çак уяв - чăваш халăхĕн сумлă та аслă праçникĕсенчен пĕри. Ăна юпа уйăхĕнче, уйăх таврăнсан, эрне кун ирттернĕ. Кĕрхи ĕçсене пĕтернипе çĕнĕ салат сăри туса, çĕнĕ тырăран çăкăр пĕçерсе, автан е чăх пусса (пуянтараххисем така е вăкăр пусса) уявланă. Унăн урăхларах ячĕсем - чỹклеме, автан сăри, автан яшки, кĕр çурти. "Кĕр сăри" уяв Минск хулинчи "Мускав çурчĕ" культура центрĕнче иртрĕ. Чăваш Республикин ăшă саламне Белорусси чăвашĕсем патне Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Геннадий Архипов, Культура министерствин пай пуçлăхĕ Михаил Краснов çитерчĕç. Хăнана чăвашсем нихăçан та кучченеçсĕр кайман. Хальхинче кучченеç вырăнне çĕнĕ тырăран пĕçернĕ техĕмлĕ чăваш çăкăрĕ, хуплу, шăрттан, çĕнĕ хăмларан ятарласа хатĕрленĕ кăпăклă сăра пулчĕ. Чăваш эстрада юрăçисем вара чăвашсем чăннипех те пархатарлă та хăватлă йăхран пулнине ĕнентерчĕç, юрă-кĕвĕ парнелерĕç. Курма пынисен куçĕсем савăнăç куççулĕпе тулчĕç. Кунта Елчĕк районĕнче çуралса ỹснĕ çынсем нумаййăн пурăнаççĕ. Курнавăш хĕрĕ, халĕ Минск хулинче тĕпленсе пурăнакан Луиза Александрова вара: "Çĕре çити тайма пуç сире пире чун уявĕ туса панăшăн", - терĕ курма пынă пур чăваш ячĕпе. "Беларусь радио" корреспонденчĕ Лилия Коршун чăваш тĕрри-тумĕпе кăсăкланса, çи-пуçĕнчен тĕлĕнсе нумай-нумай ыйту пачĕ. "Çакăн пек ĕçлĕ çыхăнусем питех те кирлĕ, вĕсен пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Вĕсем халăхсен хушшинчи туслăха çирĕплетеççĕ, чăвашсем мухтавлă йăхран пулнине аса илтереççĕ, тата та тăрăшарах ĕçлесе пурăнма хавхалану çуратаççĕ, вăй-хăват кỹреççĕ", - терĕ Тĕмер ялĕнче ỹссе çитĕннĕ, чăвашсен "Атăл" обществăлла пĕрлешĕвĕн председателĕ Геннадий Александров.