Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Почта пулăшăвĕ лайăхланать

03 ноября 2011 г.

 Виçĕм кун Елчĕкри почтамтра Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă районĕсенчи çыхăну ĕçченĕсен канашлăвĕ пулса иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, Росстатăн Чăваш Республикинчи территори органĕн ертỹçин çумĕ П.Краснов хутшăнчĕç. Канашлура виçĕ района пĕрлештерсе тăракан почтамтăн 9 уйăхри итогĕсене пĕтĕмлетрĕç, малашнехи тĕллевсене палăртрĕç. Елчĕк почтамчĕн начальникĕ П.Блинов коллективăн 9 уйăхри ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Коллектив тупăшсем енĕпе плана 118,8 процент тултарнă. Почта çыхăнăвĕн пулăшăвĕ (бандерольсем, çырусемпе корреспонденцисем ярса илесси) памалли задание те ирттерсе _ 113,3 процент пурнăçланă. Электроэнергипе, газпа, коммуналлă, ытти пулăшусемпе усă курнăшăн, автотранспорта, пурлăха страхланăшăн халăхран тỹлевсене пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен ытларах йышăннă, ватăсене пенси укçипе вăхăтра тивĕçтерсе пынă. Елчĕк почтамчĕ халăх хушшинче хаçат-журнал сарассипе кашни çулах ăнăçлă ĕçлет. Ку енĕпе иртнĕ çулсенче те республикăра чи малти шутланнă, халĕ те çавăн пекех. Хальхи вăхăтра 2012 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн хаçат-журнал çырăнтармалли тапхăр пырать. Çыхăну ĕçченĕсем çак ĕçе пысăк хастарлăхпа пуçăннă. Канашлура почтамт ĕçĕ-хĕлне малалла лайăхлатас тĕлĕшпе туса ирттермелли ĕçсене почтамт начальникĕн çумĕсем Е.Федорова, С.Рубцова палăртрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин район пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ, Елчĕк почтамчĕн ĕçĕ-хĕлне пысăк хак пачĕ, ĕçре малта пыракан çыхăну работникĕсен пĕр ушкăнне район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕ. Канашлăва хутшăннă П.Краснов республикăри тĕрлĕ министерствăсене ертсе пынă, халĕ Росстатăн Чăваш Республикинчи территори органĕн ертỹçин çумĕ. Петр Степанович республика, район аталанăвĕн статистика кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Елчĕк районĕн кăтартăвĕсем юлашки çулсенче япăх мар. Ытти районсенче сухаланман çĕр лаптăкĕсем пулсан, Елчĕксем кашни гектар çĕрпе усă кураççĕ. Тĕш тырă туса илесси 1991 çулхи шая çитнĕ. Выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илесси те 20 çул каяллахинчен пĕчĕк мар. Республикăра кашни çулах чи лайăх ĕçлекен 100 ял хуçалăх производство предприятине палăртаççĕ. 2010 çулхи итогсемпе çак йыша Елчĕк районĕнчен 11 хуçалăх кĕме тивĕç пулнă. Кăçал та унран кая пулмĕ. Район мĕнле аталаннине бюджетра вырăнта ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕ миçе процент йышăннă тăрăх хаклаççĕ. Елчĕк районĕн вăл 17 процентпа танлашать. Республикăри яллă районсем хушшинче ку кăтарту лайăххисенчен пĕри. П.Краснов район аталанăвĕн статистикăн ытти кăтартăвĕсемпе те паллаштарчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика