Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Штраф панă Елчĕк район прокуратури

03 ноября 2011 г.

 "Тăрăм ял тăрăхĕ" муниципалитет пĕрлешĕвĕнче производствăра тата йăлара усă курнă каяшсемпе усă курассинче çут çанталăка сыхлассин йĕркисене тата санитари законодательствине мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче ирĕк памасăр уçнă хытă каяшсен 3 свалкине тупса палăртнă. Прокурор тĕрĕслевĕ ял тăрăхĕн территорийĕнче 2002 çулхи кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕнчи "Тăван тавралăха сыхласси çинчен" (7-ФЗ номерлĕ) федераци саккунĕн 51 статйине, 1999 çулхи пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнчи "Халăхăн санитарипе эпидемиологи тăнăçлăхĕ çинчен" федераци саккунĕн (52-ФЗ номерлĕ) 22 статйине, ялсен территорийĕсенче (СанПиН 42-128-4690-88) санитари йĕркисене, 1998 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнчи "Производствăра тата йăлара усă курнă каяшсем çинчен" (89-ФЗ номерлĕ) федераци саккунĕн 13 статйин требованийĕсен йĕркисене пăхăнманнине çирĕплетнĕ. Производствăра тата йăлара усă курнă каяшсене Анатри Тимешпе Тип Тимеш, Тăрмăш ялĕсен çывăхĕнчи çырмасене пăрахнине тупса палăртнă. Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх район прокуратури Тăрăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тĕлĕшĕпе РФ административлă право йĕркисене пăсни çинчен Кодексĕн 6.3 статйипе килĕшỹллĕн ĕç пуçарнă. Тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтерме хушса ял тăрăхĕн ячĕпе суда 3 тавăç тăратнă. Прокурор йышăнăвĕпе Тăрăм ял тăрăхĕн пуçлăхне саккунпа килĕшỹллĕн административлă майпа явап тыттарнă, штраф панă. Тавăç тăратнине суд тивĕçтернĕ. Çырмасене кирлĕ мар ăпăр-тапăртан тасатнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика