Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт пурнăçăн пĕр пайĕ пулса тăтăр

03 ноября 2011 г.

Спорт пурнăçăн пĕр пайĕ пулса тăтăр

Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем республикăра юлашки вăхăтра йышланнине палăртма кăмăллă. Халăхăн кулленхи ыйтăвне тивĕçтерме Чăваш Енре физкультурăпа сиплев комплексĕсем, стадионсем уçăлаççĕ, нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсенче ача-пăча лапамĕсем тăваççĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем валли çакă çителĕклĕ-и? Республика спортсменĕсем хăйсен çитĕнĕвĕпе мухтанаççĕ-и? Çак тата ытти ыйтăва эпир Чăваш Республикин физкультура, спорт тата туризм министрĕпе Анатолий НИКОЛАЕВПА хускатрăмăр.

 - Анатолий Арсентьевич, калаçăва сумлă спортсменсен çитĕнĕвĕсене тишкернинчен пуçлар-ха. Пĕлтĕрхи çул вĕсемшĕн ăнăçлă иртнĕччĕ. Кăçалхине епле хаклатăр? - 2011 çулта та савăнтараççĕ. Чи лайăххисемпе пултаруллисен ретĕнче пъедестал çине хăпарма тивĕç атлетсем пуррине те курса ĕнентĕмĕр. Пирĕн спортсменсен çитĕнĕвĕнче республикăра юлашки çулсенче пулса иртекен тĕллевлĕ ĕç пĕлтерĕшлĕ. Спорта аталантарас енĕпе Чăваш Енре пысăк ăмăртусем йĕркелетпĕр. Тата тепĕр тĕп самант - тупăшусене Олимп программин енĕсемпе çеç ирттерменни. Паянхи кун Чăваш Енре спортăн 60 ытла енĕ аталанать. Хăнăхтару физкультурипе тата спортпа туслашакансен йышĕ те ỹссех пырать. Çапах та пирĕн кунпах çырлахмалла мар. Аякри ялсенчи арçын ачасемпе хĕр ачасем валли те йĕркеллĕ, хальхи вăхăтри услови кирлĕ. Çавăнпа Чăваш Ен Правительстви спорт сооруженийĕсене çĕклессипе тата юсаса çĕнетессипе самай тăрăшать. Федераци, республика тата муниципалитет бюджечĕсенчен укçа уйăрнипе физкультурăпа сывлăх 22 комплексĕ, 2 стадион, çулталăкĕпех ярăнмалли 1 каток (ăна Шупашкарта хăпартнă), 50 метрлă бассейн, лаша спорчĕн комплексĕ (кусем - Çĕнĕ Шупашкарта) хута янă. Ятарлă спорт шкулĕсем çумĕнче футбол уйĕсем тума федераци программине кĕме пултартăмăр. Çакăн йышши пĕр лаптăка Шупашкарта хута янă та ĕнтĕ. Кăçалах тепĕрне Йĕпреçре хăпартмалла. Федерацин физкультурăпа спорта аталантарасси çинчен калакан программине пурнăçласа пĕрремĕш тапхăрта кашни районтах физкультурăпа спорт комплексĕсем çĕклеме палăртнăччĕ. Тĕллевлĕ документăн иккĕмĕш тапхăрĕнчи планпа килĕшỹллĕн спортăн пысăк сооруженийĕсене юсаса çĕнетмелле. Чи малтанах Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулĕнчи çăмăл атлетсен манежне тата пăр стадиона юсаса çĕнетме шухăшлатпăр. - Çапах та спорт объекчĕсем çителĕксĕррине пытараймăпăр. - Ыйту пуррине республика ертỹлĕхĕ ăнланать, ăна татса парассипе ĕçлет. "Газпром" ООО пулăшнипе, сăмахран, Шупашкарти Олимп стадионĕнче пăр керменĕ тăвас ĕç пуçланнă. Раççей Спортпа туризм министерствипе пĕрле килес çултан Шупашкарта регионсен хушшинчи тăватă пысăк центр çĕклеме пуçăнмалла. Вĕсенче республикăшăн приоритетлă спорт енĕсене - çăмăл атлетикăна, маунтинбайка, ухăран перессине, биатлона тата йĕлтĕрпе тупăшассине - аталантармалла. Кунсăр пуçне виçĕ объекта "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти пулăшнипе хăпартмалла. Тĕп хулари ача-пăчапа спорт шкулĕ валли сĕтел çи теннис валли спорт комплексĕ тума палăртатпăр. Уйрăм çынсен проекчĕсем те пур. Шупашкарăн çурçĕр-хĕвел анăç микрорайонĕнче пысăк теннис центрĕ тăвассине кăçалах тытăнмалла. - Маларах эсир спорт енĕпе пысăк мероприятисем пирĕн патра иртнине асăнтăр. Вĕсем ỹлĕмрен те Чăваш Енре пулĕç-и? - Паллах. Пысăк ăмăртусен шучĕ çулсерен ỹссе пырать. Çакна палăртмалла: мухтанмалăх сăлтавсем пур. Çурла уйăхĕнче Шэньчжэньре иртнĕ çуллахи Универсиадăра ентешсем лайăх çитĕнỹсемпе савăнтарчĕç. Студентсен тĕнчери спорт форумне çичĕ спортсмен хутшăнчĕ, вĕсенчен улттăшĕ малти вырăнсене йышăнчĕ. Пекинти Олимпиадăра çĕр-шыв чысне Чăваш Енĕн сакăр спортсменĕ хỹтĕлерĕ. Лондонра ăмăртакан ентешсен йышĕ те каярах пулмассине шанас килет. Çак кунсенче Раççейĕн пĕрлештернĕ командин спорт хатĕрлĕвĕн центрĕнчен пирĕн республикăран Аслă Британие кайма 26 кандидат тесе çирĕплетнине пĕлтерчĕç. - Чăваш Енĕн туризм отраслĕ çителĕклĕ аталанать-и? - Туризма аталантарасси пирĕн регионăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăрать те. Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе культура сăн-сăпатне çĕнетессипе сахал мар тăрăшнине палăртмалла. Çулсерен Шупашкарта экономика форумĕ, тĕнчери кино, опера, балет, халăх пултарулăх, фейерверк фестивалĕсем иртеççĕ. "Туризма 2011-2016 çулсенче аталантарасси" тĕллевлĕ программа та ĕçлет. Ăна пурнăçлани 2017 çул тĕлне Чăваш Енре конкурентлă пĕрлехи туризм комплексĕ йĕркелеме май памалла. Вăл тĕллевпе республика хыснинчен 117 миллион тенкĕ ытла уйăрмалла. - Туризмăн хăш енне чи малтанах аталантарма палăртнине пĕлес килет. - Паян тĕп вырăнта - круиз туризмĕ. 2005 çулта Шупашкар 267 теплоход йышăннă тăк, пĕлтĕр - 405. Юхан шыв çулĕпе 2010 çулта республикăна 80 пин ытла çын килсе курнă. Ял пурнăçĕпе кăсăкланакансене Йĕпреç тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенчи хăна çурчĕсем кĕтеççĕ. Ял туризмне аталантарни тупăш кỹнине çынсем ăнланма пуçларĕç. Йĕпреç тăрăхĕнче кăна хăна çурчĕсем вуннă ытла. - Калаçăва вĕçленĕ май эсир, хăвăр та спортсмен пулнă май, вулакансене мĕн сунăттăр? - Ĕçе пула вăхăт темле хĕсĕккине пăхмасăрах физкультура валли кунне çур сехет те пулин вăхăт тупăр. Усси пурах.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика