Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Космонавтика аталанăвĕнче унăн тỹпи те пур

29 октября 2011 г.

 Эпĕ унпа ăнсăртран паллашрăм: çав кун Гарибальди Фомич 85 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак йĕркесен авторĕ хăй вăхăтĕнче Байконур космодромра çар хĕсметĕнче пулнă май пуçару ушкăнĕпе тĕнче уçлăхне тĕпчес ĕçе хутшăннă ентешсен республикăри ассоциацине тепĕр хут чĕртсе тăратас енĕпе Байконур, Капустин Яр, Свободный, Плесецк космодромсенче çĕр-шыв умĕнчи таса тивĕçне пурнăçланă чăваш халăхĕн (вĕсен кăна мар) ывăлĕсене - офицерсене, прапорщиксене, сержантсене, салтаксене - тупса палăртнă, вĕсен списокне, ассоциацин концепцийĕпе Уставне хатĕрленĕ чухне пĕлнĕ ун çинчен. Кĕçех ĕç пỹлĕмне çулĕсене кура мар патвар хул-çурăмлă, çивĕч ăслă, çар çынни евĕр кĕскен те витĕмлĕ калаçакан çирĕп çын кĕрсе тăчĕ, алла хыттăн чăмăртаса хăйĕнпе паллаштарчĕ: отставкăри подполковник Гарибальди Фомич Никитин. 1962 çулхи юпа уйăхĕнчен пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Казахстан пуш хирĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ объектра хĕсметре пулнă. Пирĕн сăмах яланлăхах асра юлнă вырăн, пĕлнĕ-палланă çынсем, космодром историйĕ çинчен пычĕ. Ашшĕ - Фома Никитич, Куславкка районĕнчи Муркар ялĕнче çуралса ỹснĕ çар çынни. Çавна май Никитинсен çемйин чылай вăхăт "тĕнче касса" çỹреме тивнĕ. Амăшĕ, Елизавета Васильевна, Ленинград облаçĕнче çут тĕнчене килнĕ вырăс хĕрарăмĕ, мăшăрĕшĕн те, ывăлĕшĕн те тĕрек, çемье ăшши пулнă. Гарибальди виçĕ çул тултарсан Чăваш Ене куçса килнĕ. Элĕк салинчи, Патăрьел районĕнчи Турханти, Чулхулари, Шупашкарти шкулсенче ăс пухнă ача. Нумай пĕлме тăрăшакан Гарибальди сакăр класс хыççăн ирĕксĕрех шкула çỹреме пăрахать: вăрçă! Нимĕç фашисчĕсем хăйсен сĕмсĕр ĕмĕчĕ-тĕллевне пурнăçласа малалла талпăннă. Ĕнерхи шкул ачи - Оборона патшалăх комитечĕн ятарлă электроаппаратура завочĕн токарь-универсалĕ. Çар заданине пурнăçласа кунĕн-çĕрĕн станок умĕнче тăнă вăл. 1944 çулта Чĕмпĕр хулинчи уйрăм çар танк полкĕн ятарлă шкулĕнчен сержант званийĕпе вĕренсе тухать. Тỹрех - салтакăн йывăр та тумхахлă çул-йĕрĕ: Омск, Румыни, Феодоси, Севастополь, Балаклава, Симферополь... Череповецри аслă çар училищинчен вĕренсе тухсан - офицер хĕсмечĕ, стратеги пĕлтерĕшлĕ ракета çарĕ (халĕ - Космос çарĕ): Казахстан, Тюра-там, Байконур. Унта пулнисен, унта çар хĕсмечĕн çулĕсене ирттернисен чунĕсенчен çак ятсене пайăррăн асăнниех мăнаçлăх туйăмĕ çуратать. Вунă çул ытла Г.Никитин космосăн тĕрлĕ объектне вĕçеве хатĕрленĕ, вĕсене тĕнче уçлăхне ăсатма хутшăннă. "Союз", "Космос" карапсем çĕр туртăмĕнчен йывăррăн уйрăлса сивĕ, тĕпсĕр уçлăха ыткăннă. Г.Береговой ("Союз-3", 1968 çул), В.Шаталов ("Союз-4" 1969), Г.Шонин, В.Кубасов ("Союз-6", 1969), А.Николаев, В.Севастьянов ("Союз-9", 1970) хăй вăхăтĕнче тĕнче уçлăхне вĕçсе хăпарнинче Гарибальди Фомич Никитинăн та тỹпи пысăк. Çар тĕллевĕллĕ объектсене пĕр хут çеç мар уçлăха кăларнă, тăван çĕр çинче кĕтсе илнĕ. Унăн биографийĕнче вун-вун интереслĕ пулăм çырăннă. Вĕсенчен пĕри - "Укрощение огня" илемлĕ фильма ỹкерме хутшăнни. Ун чухне паллă артистсем К.Лавров, В.Владимиров, И.Горбачев, В.Сафонов, С.Коркошко пирĕн ентешĕн сĕнĕвĕсемпе хăйсен сăнарĕсене калăпланă. 1972 çулхи çурла уйăхĕн 2-мĕшĕ, "Космос-513" - çакă Г.Никитинăн офицер карьеринчи юлашки кун тата тĕнче уçлăхне йывăр туйăмпа вăл ăсатнă юлашки объект. Тỹрех Чăваш Енĕн тĕп хулине куçса килеççĕ Никитинсем. Гарибальди Фомич Атăл çинчи пĕчĕк карапсен патшалăх инспекцине ĕçе вырнаçать, пĕр улшăнмасăр 25 çул (вĕсенчен 14-шĕ инспекци пуçлăхĕнче) вăй хурать. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 58 çул. Мăшăрĕпе тăватă ачине пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă, вĕсем йышлă мăнук "парнеленĕ" сумлă ашшĕпе амăшне, мăнукĕсен виçĕ ачи киленĕç кỹреççĕ, хисеплеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика