29 октября 2011 г.
Республикăн Тĕп суйлав комиссийĕн ертỹлĕхĕ республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕ. Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕсен кандидачĕсене регистрацилес тапхăр вĕçленчĕ. Пĕрлехи суйлав округĕпе (е урăхла - парти списокĕпе) 5 политика партийĕн ("Пĕрлĕхлĕ Раççей", РФКП, РЛДП, "Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей", "Раççей патриочĕсем") регион уйрăмĕсем пĕтĕмпе 22 депутат мандачĕшĕн кĕрешме 224 кандидат сĕннĕччĕ. Çак "обоймăран" иккĕшĕ (Олег Абрамович Дельман - РЛДП, Петр Павлович Капиров - "Раççей патриочĕсем") тухса ỹкнĕ. Çапла вара партисен йышĕнчисем 222-ĕн юлнă. Енчен вĕсенчен кам та пулин хăйĕн кандидатурине сирмесен вĕсен хушамачĕсене бюллетене кĕртĕç. Пĕр мандатлă суйлав округĕпе парламент пуканне йышăнас текен сахалрах пулнă - 167-ĕн. ТСКна шăпах çавăн чухлĕ çын документ çитернĕ. Анчах вĕсенчен пурте "ала" витĕр тухайман. 106-шĕ бюллетеньре хăйĕн хушаматне курĕ. 167 çынран 30-шне регистрацилемен, 29-шĕн документсене вăхăтра сĕнмен пирки "çулĕ пỹлĕннĕ", иккĕшĕ хутсене каялла тавăрса пама ыйтнă. Пĕр мандатлă суйлав округĕпе сĕннисенчен "Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн" - 22, "Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççейĕн" - 22, коммунист-сен - 21, либерал-демократсен - 21, "Раççей патриочĕсен" 5 кандидатне регистрациленĕ, вĕсем пурте баллотировкăна тăнă. Хăйсен кандидатурисене сĕннĕ 62 çынран 17-шне регистрациленĕ, 38-шĕ регистрациленеймен, 7-шĕн документсен пакечĕ тивĕçтермен. Пĕр мандатлă суйлав округĕсене илес тĕк чи нумай кандидатсемлисем - Завод (7 кандидат), Патăрьел, Комсомольски, Тĕп, Хĕвел анăç (6-шар), Улатăр, Куславкка, Муркаш, Винокуров, Шупашкар, Кăнтăр, Кăнтăр-хĕвел анăç, Çĕмĕрле округĕсенче 4-шар кандидат, чи сахалли - Тăвай пĕр мандатлă суйлав округĕ: 3. Асăрханă тăрăх, республика парламентĕнчи вырăнсемшĕн ытларах парти сĕннисем кĕрешĕве тухнă. ТСК халĕ кандидатсене агитаци валли пичет тата электрон кăларăмсенче тỹлевлĕ тата тỹлевсĕр пичет калăпăшĕпе тивĕçтерес, уйăракан вăхăта палăртас тĕлĕшпе ĕçлет.