Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Водитель ĕçĕ яваплă

29 октября 2011 г.

Водитель ĕçĕ яваплă

Акционерсен "Прогресс" хупă обществинчи автомобиль паркĕ районта чи пысăкки. Кунта тĕрлĕ йышши 41 автомашина шутланать, пурĕ 22 водитель. Автомобиль паркĕн ĕçне Геннадий Крылов йĕркелесе ертсе пырать. Малтан вăл хăй те 20 çула яхăн водительте ĕçленĕ. Водитель ĕçне суйласа илекен çынсен пурнăçĕшĕн, вĕсен хăрушсăрлăхĕшĕн те явап тытать. Нумай çул тỹрĕ кăмăлпа водительте тăрăшакансем çакна лайăх ăнланаççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕнчи автомобиль паркĕн коллективĕнче пурте тенĕ пекех яланхи сăнсем. Çĕнĕ çынсем çукпа пĕрех. Вĕсенчен нумайăшĕ пĕр ĕçре "тымар янă". Çакăн пек çынсенчен пĕри - Юрий Каринкин. 30 çул ытла ял хуçалăх предприятийĕнче водительте тимлекене пархатарлă ĕçшĕн "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă. Çак ят-сума чăннипех тивĕçлĕ те вăл. КАМАЗ автомашинăна çỹретекен Александр Егоров та чи лайăх водительсенчен пĕри. Техникăна юсавлă тытнипе, тирпейлĕ пулнипе палăрса тăрать, водитель стажĕ те пысăк - 10 çул ытла. Михаил Клементьевпа Геннадий Выйгетова та КАМАЗ автомашинăсем çирĕплетсе панă. Валерий Выйгетов сĕт турттаракан КАМАЗа чăрмавсăр ĕçлеттерет. Вăл кашни кун Шупашкарти, Комсомольскинчи сĕт-çу завочĕсене сĕт турттарать. Алексей Колсановпа Николай Романов, Сергей Муллинпа Николай Егоров, Андрей Немцевпа Андрей Смирнов водительсем те ырă ятлă. Сирĕн умăрта яланах такăр çул пултăр.

Сăн ỹкерчĕкре:Геннадий Крылов гараж заведующийĕ тата Александр Егоров водитель.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика