26 октября 2011 г.
Уй-хирти тĕп ĕçсене вĕçленĕ хыççăн механизаторсем техника хатĕрĕсене хĕл каçарма вырнаçтарма тăрăшаççĕ. "Прогресс" акционерсен хупă обществинче те çулсеренех çакна тĕпе хураççĕ: техника хатĕрĕсене тусанпа пылчăкран, ỹсен-тăран юлашкисенчен тасатнă, шинăсене хĕвелтен сыхласа шуратнă, тутăхакан пайсене юртан, çумăртан сыхласа çу сĕрнĕ, ытти ĕçсене пурнăçланă. Хуçалăхри пĕтĕм бригадăри механизаторсем ял хуçалăх техникине эксплуатациленĕ чухне нормăсемпе правилăсене тĕрĕс пурнăçламаллине ăнланаççĕ. Ятарлă комисси техникăна хĕл каçарма вырнаçтарнине тĕрĕсленĕ, 3 тата 4-мĕш бригадăсем пĕрремĕш, 1, 2-мĕш бригадăсем иккĕмĕш вырăнсене йышăннине палăртнă.