22 октября 2011 г.
Яманчỹрелти Тĕп урамра çĕнĕ парк никĕсне хывса хăварнă. Çак пуçарăва Валентина Васильева тунă. Вăл Тĕп урам пуçне çамрăк хунавсем лартма чи малтан мăшăрне, ачисене, мăнукĕсене илсе тухнă. Вĕсенчен кỹршисем те, çак урамра пурăнакансем те юлман. Кĕске вăхăтра 30 сотка лаптăк çине хырпа чăрăш, панулми, пилеш, чие хунавĕсем лартса хăварнă. Çамрăк хунавсене выльăхсем сиенлесрен И.Васильев, С.Воронов, Н.Васильев хăйĕн Диана тата Алеша мăнукĕсемпе тата ялти ытти çынсем карта тытса çавăрнă.