Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуллахи спорт сезонĕ вĕçленет

19 октября 2011 г.

Çуллахи спорт сезонĕ "Елчĕк ен" хаçат призĕсемшĕн иртекен çăмăл атлетсен çурхи кросĕнчен пуçланать. Кĕркунне СССР спорт мастерĕн, Раççей тата Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Борис Николаевич Атамановăн призĕсемшĕн ăмăрту ирттересси йăлана кĕчĕ. Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Курнавăшри ăмăртăва район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый, А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ Р.Григорьев уçрĕç, ăмăртăва хутшăнакансене ăнăçу сунчĕç. Паллă спортсмен призĕсемшĕн спорт ăмăртăвĕ яланах массăллă иртет. 5-7 классенче вĕренекен хĕр ачасем 500 метрлă дистанцире тупăшрĕç. Елчĕкри вăтам шкулти В.Цыганова çĕнтерчĕ. Унăн спортри тантăшĕсем Н.Траншкина (Таяпа Энтри) тата М.Яковлева (Патреккел) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Пĕр çухрăма чупса пирĕн район хăни Тутарстанри Лашчапуçĕнчи Д.Никонов, Кĕçĕн Таяпари И.Головин, Тăрăмри Д.Смирнов призерсем пулса тăчĕç. 8-9 классенче вĕренекен хĕр ачасенчен А.Егорова (Кĕçĕн Таяпа шкулĕ), Т.Филимонова (Аслă Елчĕк), Т.Порфирьева (Курнавăш) çĕнтерчĕç. Çак ỹсĕмри арçын ачасем те хĕрỹ тупăшура палăрчĕç. 2 çухрăма Курнавăш шкулĕнчи А.Егоров, Пăва районĕнчи Лашчапуçĕнчи В.Андреев, Хăвăл-çырмари Д.Алякин малтисен ретĕнче вĕçлерĕç. 10-11 классенче вĕренекен хĕр ачасем 2 çухрăма чупрĕç. Аслă Таяпари В.Сядукова, Елчĕкри О.Каширина тата С.Владимирова хăйсене ытти спортсменсене иртме памарĕç, призлă вырăнсене йышăнчĕç. Арçын ачасем 3 пин метра чупса тухассишĕн ăнтăлчĕç. Кунта Курнавăшри С.Константинов, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи З.Захаров, Лаш Таяпари А.Ермаков малти вырăнсене тухрĕç. Командăсем хăйсен ăсталăхĕпе палăрчĕç. Вăтам шкулсенчен Елчĕксем малта. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Курнавăшсемпе Аслă Ел-чĕксем. Тĕп шкулсенчен Кĕçĕн Таяпасене çитекенни пулмарĕ. Хăвăлçырмасемпе Патреккелсем те призерсен йышне кĕчĕç. Çĕнтерỹçĕсене дипломсемпе парнесем парса чысларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика