Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçат спортсменсене помост çине чĕнет

19 октября 2011 г.

"Елчĕк ен" хаçат редакцийĕ кашни çулах хăйĕн парнисене çĕнсе илессишĕн икĕ ăмăрту йĕркелет: çăмăл атлетсен çурхи кросне тата кире пуканĕ йăтассипе йывăр атлетсен кĕркуннехи турнирне. Кире пуканĕ йăтакансен турнирĕ кăçал юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче Елчĕкри ДЮСШ çуртĕнче иртет. Спортсменсем çак виçесенче тупăшаççĕ: 1994-1995 çулсенче çуралнă хĕрсем - 53 кг, 58 тата 58 кг йывăртарах (16 кг кире пуканĕ); 1996 çулта тата унтан каярах çуралнă хĕр ачасем 53 кг тата 53 кг йывăртарах виçесенче (12 кг кире пуканĕ); 1994-1995 çулсенче çуралнă каччăсем 58, 63, 68, 73, 78, 85 кг тата 85 кг йывăртарах виçесенче (24 кг кире пуканĕ); 1996 çулта тата унтан каярах çуралнă арçын ачасем 53, 58, 63, 68 кг тата йывăртарах виçесенче (16 кг кире пуканĕ); 1992 çулта çуралнă тата унтан аслăрах арçынсем 68, 78, 85 кг тата 85 кг йывăртарах виçесенче (24 кг кире пуканĕ); 1993 çулта çуралнă тата аслăрах хĕрсем абсолютлă виçере (16 кг кире пуканĕ). Командăсен тупăшăвне тĕп шкулсем, вăтам шкулсем, физкультура коллективĕсем хушшинче палăртаççĕ. Мала тухнă спортсменсене "Елчĕк ен" хаçата 2012 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн тỹлевсĕр çырăнтарса параççĕ. Анчах 1992, 1993 çулсенче çуралнă тата аслăрах хĕрсемпе арçынсен тупăшăвĕнче çитĕннисен иккĕмĕш спорт разрячĕн нормативĕсене, 1994-1995 çулсенче çуралнă арçын ачасем хушшинче çитĕннисен виççĕмĕш спорт разрячĕн нормативĕсене тултарнине шута илеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика