Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техникăна упрасчĕ

15 октября 2011 г.

Уй-хирти ĕçсем вĕçленмен пулин те, ял хуçалăх техникине хĕл каçарма лартасси пирки те шутламалла. Çĕнĕ техника хакĕ питĕ пысăк пулнине шута илсен, пушшех те. Çавăнпа Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствипе хăй тĕллĕн çỹрекен техникăна тĕрĕслесе тăракан патшалăх инспекцийĕ техникăна хĕл каçарассине мĕнле йĕркеленине тĕрĕслес тĕллевпе кăçалхи юпа уйăхĕн 10-28-мĕшĕсенче смотр-конкурс ирттереççĕ. Çак тапхăрта районти ятарлă комисси ял хуçалăх предприятийĕсенче, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пулĕ. Вăл ял хуçалăх техникине упранипе, машинăпа трактор паркĕсенче йĕркелĕх хуçаланнипе, инженери культурипе, ял хуçалăх техникипе машинăсене юсама, пăхса тăма, упрама техникăпа пурлăх никĕсĕ мĕнле шайра пулнипе, 7751-85 ГОСТ требованийĕсем пурнăçа кĕрсе пынипе кăсăкланĕ. Çавăнпа парксен территорине тирпей-илем кĕртмелле, кирлĕ мар тимĕр-тăмăртан тасатмалла. Техника хăрушсăрлăхĕн, ĕç сыхлавĕн йĕркисене пăхăнасси те айккинче юлмалла мар. Çулсеренех районти "Прогресс", "Комбайн", "Рассвет", "Сатурн" хуçалăхсенче техникăна хĕл каçма лайăх вырнаçтарса лартаççĕ. Ыттисем те вĕсен ырă тĕслĕхне алла илесчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика