Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул тăвакансем яланах ĕçре

15 октября 2011 г.

Çул тăвакансем яланах ĕçре Район территорийĕнчи хытарнă автоçулсене çĕнĕрен тума, юсама, реконструкцилеме, тытса тăма кăçал 63 450 770 тенкĕ уйăрнă. Хальхи вăхăтра районта 3 подрядчик ĕçлет. "Дорисс" акционерсен уçă обществин ĕçченĕсем Шуршу - Аслă Таяпа автоçула Комсомольски - Елчĕк - Пăва тĕп çулпа çыхăнтарассипе тимлеççĕ. Унăн тăршшĕ 10,5 çухрăмпа танлашĕ. "Воддорстрой" сахал яваплă общество та çул-йĕре тĕпрен юсассипе ĕçлет. Кунти ĕçченсем Таяпа Энтри - Кĕçĕн Таяпа хушшинчи 1450 метрлă асфальтлă çула кĕске вăхăт хушшинче йĕркене кĕртрĕç. Кунта 5429 пин тенкĕ укçа тăкакланă. Çавăн пекех Елчĕкри Совет урамĕнчи 490 метрлă çула çĕнĕрен асфальт сарнă. Хальхи вăхăтра общество ĕçченĕсем Аслă Елчĕкре тăрăшаççĕ, тротуар сараççĕ, çул хĕррисене йĕркене кĕртеççĕ. "Чувашавтодор" акционерсен уçă обществин филиалĕн - Канашри территори производство управленийĕн Елчĕкри прораб участокĕнче те ĕç пырать. Кунта çулсене, базăна хĕл каçма хатĕрлеççĕ, шыв юхмалли пăрăхсен пуçĕсене тасатаççĕ, хăйăрпа тăвар хутăшне турттараççĕ - ăна 3 пин тонна хатĕрлесе хăвармалла. Çул тăвакансен тĕллевĕсем пысăк. Ял урамĕсенчи çулсене хытарма кăçал 792 пин тенкĕ уйăрнă. Çанталăкĕ çумăрлă тăнине пăхмасăр, çак ĕçсене те тивĕçлипе пурнăçланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика