12 октября 2011 г.
Иртнĕ эрне вĕçĕнче районти çамрăксем "Çамрăклăх" кубокшăн тупăшнă. Районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсен 6 команди, Çĕнĕ Пăвасăр пуçне, хутшăннă ăмăртăва. Хĕрỹ кĕрешỹре иртнĕ вăл. Финала Çирĕклĕ Шăхальсемпе Курнавăшсем тухнă - кунта Çирĕклĕ Шăхальсем хастар пулнă. Хавхаланса выляса Курнавăшсенчен 2:1 шутпа выляса илнĕ. Виççĕмĕш вырăншăн та ăмăрту хĕрỹ пынă. Лаш Таяпа шкулĕнче вĕренекенсем пенальтипе Аслă Елчĕксене çĕнтернĕ. Анчах та Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул кубока 2 команда тăратнă пулин те, пĕри те финала тухайман. Кун пекки юлашки вăхăтра пулманччĕ-ха. v v v Аслă Елчĕкре те çитĕннисем хушшинче футболла выляса мала тухассишĕн пынă ăмăртăва 6 команда хутшăннă. Аслă Елчĕк, Елчĕк, Кармал, Кушкă, Тăрăм, Тĕмер ялĕсен командисен тупăшăвĕнче Елчĕксем Тăрăм командине 2:1 шутпа парăнтарнă. Кунта Елчĕк ялĕн командинчи Р.Григорьевпа Е.Убасев палăрнă.