Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр улми хăрушлăхра

12 октября 2011 г.

Авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнчен тытăнса çума пуçланă çумăр чарăнмасăр тенĕ пек çăвать. Çавна май уй-хирти ĕçсене пурнăçласси ытла вăраха тăсăлса кайрĕ, уйрăмах çĕр улмине пухса кĕртессинче пысăк йывăрлăхсем тухса тăчĕç. Юпа уйăхĕн иккĕмĕш вунă кунлăхне кĕтĕмĕр пулин те районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен уй-хирĕсенче кăларман çĕр улми лаптăкĕ 366 гектар шутланать. Урăхла каласан, пĕтĕмĕшле лаптăкăн пĕрре виççĕмĕш пайне пухса кĕртмелли юлнă. Иртнĕ эрнери 3 кунри уяр çанталăка "вăрласа" районĕпе 200 гектара яхăн лаптăкри çĕр улмине кăларма ĕлкĕрнĕ-ха, анчах ĕçе тухăçлă йĕркелесе ярасси татах пулмарĕ. Синоптиксем пĕлтернине шута илсен, çак кунсенче çумăр çума чарăнассин палли те çук. "Иккĕмĕш çăкăра" пысăк лаптăксенче лартса çитĕнтернĕ "АСК-Яльчики" агрофирмăра тата "Агропродсервис" ОООра хальхи вăхăтра лару-тăру уйрăмах çивĕч. Вĕсен кăларман çĕр улми лаптăкĕ 170 гектар, "Клевер" ОООн 50 гектар тăрса юлнă. Фермер хуçалăхĕсенчи ĕç-хĕл те çăмăл мар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика