Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илемлĕ тавралăх ĕçлеме хавхалантарать

12 октября 2011 г.

Илемлĕ тавралăх ĕçлеме хавхалантарать Тасатакан сооруженипе канализацин, таса шывпа тивĕçтерес ĕçе йĕркелесе пыракан "Спутник-1" ОООра ĕçлекенсем те Йывăç кунне пурте пĕр çын пек пулса хастар хутшăнчĕç. Василий Чернов директор палăртнă тăрăх 2010 çулта йĕркеленнĕ организацин территорине иртнĕ кĕркунне те тĕрлĕ йывăçсен хунавĕсене чылай лартса хăварнă. Вăхăтлă шăварса тата лайăх пăхса тăнине пула вĕсем пурте вăй илнĕ. Çуркунне территорие тирпей-илем кĕртнĕ, тасатса тирпейленĕ хыççăн çулсен хĕррипе чечексем лартса тухнă. Çеçке çуракан тĕрлĕ чечексем çак вăхăтченех килен-каян çынсен куçĕсене илĕртеççĕ. Иртнĕ шăмат кун вара, çанталăкĕ те уяр, хĕвеллĕ пулчĕ те, кунта ир пуçласа мĕн каç пуличченех хĕрỹ ĕç шавĕ тăчĕ. "Спутник-1" ОООра ĕçлекенсем хальхинче территори тулашĕнчи ирĕклĕ лаптăка 55 тĕп йывăç лартса хăварчĕç. Хунавсене качака-сурăх кăшласа сиенлесрен асăрханса çав кунхинех сеткăран карта тытса çавăрма та ĕлкĕрчĕç. Сăн ỹкерчĕкре: "Спутник-1" ОООра ĕçлекенсем йывăç лартаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика