08 октября 2011 г.
Александр Кудряшов уйрăм çыннăн предприятийĕ - Елчĕкри "Чăвашъенкрахмал" сахал яваплă юлташлăх - Чăваш Республикинчи крахмал туса кăларакан пĕртен-пĕр предприяти. Çавна май завод çулталăк тăршшĕпех тулли хăватпа ĕçлет. Кĕркунне апат-çимĕçре усă курмалли çĕр улми крахмалĕ, ытти тапхăрта тимĕр шăратакан производствăра усă куракан экструзиллĕ крахмала тырăран ĕçлесе хатĕрлеççĕ. Продукцие ĕçлесе хатĕрлекен предприяти никĕсĕ çинче кăçал "Агоропродсервис" сахал яваплă юлташлăх йĕркеленнĕ. Çак тĕллевпе çĕр лаптăкĕ те арендăна илнĕ. Кăçал 122 гектар тĕш тырă акнă, 115 гектар çĕр улми лартса хăварнă. Тĕш тырра тăкаксăр пухса кĕртме ĕлкĕрнĕ, анчах "иккĕмĕш çăкăра" алла илме çанталăк памасть. Çумăр çума тытăннăранпа пĕр уйăх иртсе кайрĕ - чарăнма та пĕлмест, лỹшкет анчах. Кăçал пуçласа çĕр улми çитĕнтернĕ, ĕç калăпăшĕ те сахал мар "Агропродсервис" предприятишĕн çакă, чăннипех, йывăр тĕрĕслев пулса тăчĕ. Çумăр кашни кун çунине пула çĕр улми анисем çине техника та пырса кĕреймест. Çавна май "Чăвашъенкрахмал" завод та, сезона кашни çул тĕплĕн хатĕрленет пулин те, ниепле те ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе яраймасть, май çук. Республикăри ытти районсенчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем те завода çĕр улмине ĕçлесе хатĕрлеме сахал илсе килеççĕ. Александр Кудряшов генеральнăй директор палăртнă тăрăх, ăнăçлă çулсенче завод çак тапхăрта 6000 тонна ытла çĕр улми ĕçлесе хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ пулсан, кăçал 515 тонна анчах. Пĕтĕм айăпĕ çанталăкра. Апла пулин те завод коллективĕ йывăрлăхсен умĕнче пуçне усмасть, мал ĕмĕтпе, шанчăкпа пурăнать.